Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Атăл çийĕн сасă каять

Атăл çийĕн сасă каять

Шупашкарта опера юрăçисен «Атăл çийĕнчи сасă» Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш уçă конкурсĕ иртет.

Унта хутшăнма Новосибирскран, Красноярскран, Петропавловск-Камчатский тата ытти хуларан 100 ытла заявка çитнĕ. Конкурс йĕркелỹçисем видеоĕçсемпе тимлĕн паллашнă хыççăн çĕршыври музыка театрĕсенчен тата консерваторисенчен 60 яхăн хутшăнакана Шупашкара йыхравланă.

Конкурса Чăваш Енри театр деятелĕсен союзĕ ЧР Культура министерстви тата Раççейри театр деятелĕсен союзĕ пулăшнипе ирттерет. Çак кунсенче Чăваш культурăпа искусствăсен институтĕнче конкурса хутшăнакансене итлеççĕ. Çĕнтерỹçĕсем сентябрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Гала-концертра юрлĕç. Билетсене «Пушкин карттипе» илме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code