Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи ĕçшĕн тав тăватăп

Пĕрлехи ĕçшĕн тав тăватăп

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн суйлавĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти суйлавçăсем яланхи пекех хăйсен политикăлла тавракурăмĕ пысăк пулнине, çирĕп гражданла позици йышăннине çирĕплетрĕç. Суйлава хутшăннисен пĕтĕмĕшле йышĕ 84,95 процентпа танлашрĕ. Çакă пурте пĕрле ĕçлесе тунă кăтарту.

Суйлав саккунпа килĕшỹллĕн иртнĕ. Пĕтĕм участоксенче санитари хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçленĕ. Обществăлла йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем пулман.

Пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен пысăк та курăмлă ĕç тума пулать. Çакна эпир ку суйлавра та çирĕплетрĕмĕр.

Çавна май сасăлава тивĕçлĕ шайра хатĕрленсе ирттерме хутшăннă пĕтĕм командăна — район администрацийĕн ĕçченĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене, Елчĕк территори, участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсене, тĕрлĕ служба сотрудникĕсене, çавăн пекех кашни суйлавçа чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвне суйланнă депутатсене вара малашнехи ĕçре çитĕнỹсем, тĕрĕс те кирлĕ йышăнусем тума иксĕлми вăй-халпа çутă малашлăх сунатăп.

Малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлер, пĕрле килĕштерсе пурăнар!

Леонард ЛЕВЫЙ,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code