Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Ĕçлĕ тĕл пулу

Иртнĕ эрнекун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Коми Республикин Правительствин заместительне – ял хуçалăх тата потребитель рынокĕн министрне Анатолий Князева йышăннă.

Анатолий Князев Олег Николаева Коми Республикин Пуçлăхĕн Владимир Уйбан ячĕпе Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа саламланă. Вĕсем икĕ регион социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе çыхăну тытса ĕçлесси пирки калаçнă. Коми Правительствин вице-премьерĕ Чăваш Енрен тырă туянма тата кунта пăлан ашĕ парса тăма хатĕррине пĕлтернĕ. Олег Николаев ытти енĕпе те çыхăну тытса ĕçлеме хатĕррине палăртнă. «Паян пирĕн чылай предприяти çĕнĕ таварсем туса кăларас енĕпе ĕçлет», – тенĕ вăл.

Çĕнĕ счетчиксем вырнаçтарĕç

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн нумай хваттерлĕ çуртсенче электроэнерги счетчикĕсене улăштараççĕ.

Çапла майпа çĕнĕрен вырнаçтарнă счетчиксем унти кăтартусене кирлĕ çĕре хăйсемех çитерĕç. Çутă укçипе парăм пулсан ăслă счетчик электроэнерги парассине чарса лартма та пултарать. Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсенче çĕнĕ счетчиксене малтанах вырнаçтараççĕ, киввисене майĕпен улăштараççĕ. Уншăн укçа тÿлемелле мар.

Рейссен шучĕ ÿснĕ

Шупашкарти аэропортра Мускава вĕçекен самолетсен расписанийĕ улшăнĕ. Каçхи рейссем çумне кăнтăрлахисем хутшăннă.

Июнĕн 26-мĕшĕнчен «Победа» авиакомпани самолечĕсем Шупашкартан ирхине 10 сехет те 10 минутра вĕçеççĕ. Мускавран вĕçекен ирхинехи рейс 8 сехет те 20 минутра пулать. Лоукостер самолетсене кашни кунах çÿретесси те паллă. Çапла вара Шупашкартан кунне 2 рейс пулĕ. Каçхи самолет Мускавран 19 сехет те 50 минутра хускалĕ, кунтан вара 21 сехет те 45 минутра вĕçсе кайĕ. «Победа» малтанхиллех «Внуково» аэропорта илсе çитерет.

Вуланакан кĕнекене суйлаççĕ

Чăваш наци библиотеки пĕр ĕмĕрти чи вуланакан кĕнекене палăртма сасăлав йĕркеленĕ.

Çĕнтерÿçĕ кĕнекен ятне кăçалхи юпа уйăхĕнче пĕлĕпĕр. «Литературăллă Чăваш Ен: çĕр çуллăхри чи вуланакан кĕнеке» ята илессишĕн ирттерекен референдума 100 кĕнеке хутшăнать. Хальлĕхе малти пилĕк вырăна Александр Артемьевăн «Салампи», Константин Ивановăн «Нарспи», Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» хайлавĕсем лекнĕ. Сасăлава Чăваш Енри мĕн пур район-хула хутшăнать. Тутарстанпа Пушкăртстанри, Самар, Саратов облаçĕсенчи, Ямал-Ненец округĕнчи, Мускав хулинчи йăхташăмăрсем те хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ.

Юман конкурса хутшăнать

«Çулталăкри Раççей йывăçĕ – 2020» конкурса тăратма çĕршывĕпе 12 тĕрлĕ йывăçа суйласа илнĕ.

Вĕсем Брянск, Белгород, Псков, Липецк, Кемĕр, Тамбов, Тверь облаçĕсенче, Карели, Мордва, Дагестан, Чăваш Ен, Мари Республикисенче çитĕнеççĕ.

Чăваш Енри юман 369 çулта, унăн çÿллĕшĕ – 24 метр. Муркаш районĕнчи Ильинка ялĕ таврашĕнчи çак йывăç республикăра чи ватти. 2012 çулта ăна Раççейри чи ватă йывăçсен списокне кĕртнĕ. Йывăçа виçĕ хутчен аçа çапнă пулсан та вăл парăнман. Çулталăкри тĕп йывăçсен «Йывăçсем – чĕрĕ çут çанталăк палăкĕсем» наци программин сайтĕнче кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен сасăлама пулать. Конкурса хутшăнакан юман патне чылай çын курма çÿрет.

Шалу тÿлемен

Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви органĕсем Шупашкарти пĕр строительство фирмин экс-директорĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Вăл ĕçченсене шалу тÿлемен. Следовательсем палăртнă тăрăх, 2019 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи март уйăхĕччен ертÿçĕ 10 ĕçчене ĕç укçи паман. Çакăн пирки хыпарласа ĕçлекенсем йĕрке хуралĕн ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтнă, уголовлă ĕçе малаллах тĕпчеççĕ.

Чемпионатсем ирттерме палăртнă

Сентябрĕн 8-10-мĕшĕсенче республикăн тĕп хулинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионатне ирттерме палăртнă. Çавăн пекех сентябрĕн 5-6-мĕшĕсенче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе наци чемпионачĕпе первенствине те ирттерме йышăннă.

Çапах та чемпионатсене ирттересси коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру йĕркеленсе çитнинчен килет. Енчен те ку енĕпе лару-тăру çăмăлланмасан, ăмăртусене ирттерес куна каярах куçарĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code