Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăра чăваш пек йышăнар

Хамăра чăваш пек йышăнар

Олег Николаев Чăваш Ене ертсе пыма пуçланăранпа виçĕ çул çитнĕ, полномочисен вăхăчĕ экватор урлă каçнă май НацТВ унпа анлă интервью хатĕрленине республикăн медиа-анлăшĕнчи курăмлă пулăм тесе хаклама пулать. Темиçе телекăларăм пулчĕ — регионăн пĕрремĕш çынни хăйĕн, вăл пухнă командăн виçĕ çулти ĕçне мĕнле хаклани чăннипех интереслĕ.

Экономика аталанăвĕпе çыхăннă тимлĕх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олег Николаев экономикăн тĕрлĕ отрасльне ертсе пыма çынсене мĕнле суйласа илнине уçăмлатни интереслĕ. Çакна вăл Сергей Артамонов тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. Палăртни вырăнлă, Артамонов — паян Николаев командинче Игнатьев вăхăтĕнчен упранса юлнă пĕртен-пĕр çын. Вăл вице-премьер статусне сыхласа хăварнине те асра тытмалла. Çакна Олег Алексеевич ним вăлтмасăр-пытармасăр сăлтавлать: «Сергей Геннадьевич эпир АПКна аталантарас енĕпе палăртнине пурнăçлать кăна мар, вăл отрасльшĕн, ялшăн, вĕсем аталанччăр тесе питĕ нумай усăллă пуçару пама пуçларĕ. Кунашкал ĕçе ырламалла кăна. Манăн ертỹçĕ принципĕ вара пуçарусене пулăшасси çинче никĕсленет — эпĕ пуçарусене питĕ кăмăллатăп».

Çакă, паллах, Правительство йышне йĕркеленĕ чухне те тĕпре пулнă-тăр. Кабинета хальччен влаç тытăмĕсенче тар тăкман чылай çын килнинче те вăл ыррине курать. Çапла, опыт çукки иккĕленỹ çуратать, çав вăхăтрах вĕсен шухăшлавĕ патшалăх курăмĕпе чикĕленмен — çакнашкал çынсем горизонта анлăрах курас шанăç пысăкрах. Олег Алексеевич сăмахĕнчен ăнланма пулать, çак шанăç тỹрре тухни куç кĕрет. Ку, тĕрĕссипе, вăл республика Пуçлăхĕн должноçне суйланичченхи тапхăртах палăрма тытăннă. «2020 çулхи Пĕрлехи суйлав кунĕ тĕлне эпир республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программине, унăн никĕсĕ çинче Чăваш Енĕн 2035 çулчченхи аталану стратегине хатĕрлерĕмĕр. Çакă республика аталанăвĕн векторĕсене палăртма май пачĕ», — палăртать Олег Алексеевич.

Олег Николаев чăвашлăха аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать:

— Манăн шухăшпа чăвашла калаçакансен йышĕ сахалланман, хăйне чăваш пек йышăнакансен хисепĕ чакнă.

Олег Алексеевич чăвашсен федерацин наци культура автономийĕн ĕçне вăйлатмаллине, унăн йышне çĕнетмеллине хыпарлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code