Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çĕнĕ ФАП пулĕ

Çĕнĕ ФАП пулĕ

Кивĕ Эйпеç ялĕнче «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» регионти программа шайĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне тума пуçăннă.

Ял округ центрĕнчен 11 километрта вырнаçнă. Çĕнĕ сиплев учрежденине хута ярсан вăл Кивĕ Эйпеç тата Питтĕпел ялĕсемшĕн пысăк парне пулĕ.

Округри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова палăртнă тăрăх, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пирĕн округра 14 ФАП тата 2 врач амбулаторине çĕнетнĕ. 2023 çулта ку ĕç малаллах тăсăлать. Çавăн пекех Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче врач амбулаторине хута яма пуçăннă. Модернизаци программи шайĕнче строительство валли тата оборудованисем туянма кăçал 45 миллион тенке яхăн уйăрĕç.

Февралĕн 17-мĕшĕнче пулас çурт вырăнĕнче пирвайхи шалчасене вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра çурт кăшкарне çĕклеме пуçăннă.

ФАП заведующийĕ Ирина Васильева, ытти ял çыннисем пекех çĕнĕ çурт хута каясса чăтăмсăррăн кĕтекенскер, çапла палăртать:

— Çĕнĕ сиплев çуртне тума пуçăнни вырăнти халăхшăн пысăк савăнăç. Ялти культура çурчĕн пĕр пỹлĕмĕнче вырнаçнă кивĕ çуртра тахçантанпах тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçламан. Çурт кивелнĕрен пỹлĕмсенче тивĕçлĕ температура тытса пыма питĕ йывăр. Шывпа тивĕçтермелли тата таса мар шыв юхтарса кăлармалли тытăм çукки те йывăрлăх кăларса тăратать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code