Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултав мелĕ сахал мар

Ултав мелĕ сахал мар

Ют укçана хапсăнакансем тем тĕрлĕ ултав мелĕ, истори шухăшласа тупаççĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ интернетра ют çĕршыв çыннипе, çар служащийĕпе, паллашнă. Инçетри савни çемье çавăрма хатĕр имĕш — качча тухма ыйтнă. Раççее килес шухăшлă иккен вăл, багажне кунта ăсатать, анчах уншăн тỹлеме пулас арăмĕнчен укçа ыйтнă — тăкака тĕл пулсан туллин саплаштарма шантарнă. Хĕрарăм 500 пин тенкĕ куçарса панă, çапах та пулас мăшăр çакăнпа çырлахман, татах укçа ыйтнă. Çакăн хыççăн тин хĕрарăм хăй улталаннине ăнланса илнĕ, полиципе çыхăннă.

Республика тĕп хулинче пурăнакан 52 çулти хĕрарăм социаллă сетьсенчен пĕринче сувенир статуэтки сутни çинчен панă пĕлтерĕве асăрханă та — ăна туянас тенĕ. Сутуçăпа çыхăннă, вăл таваршăн тỹрех тỹлев куçарма сĕннĕ — 3,3 пин тенкĕ ыйтнă. Укçа куçарнă кăна — çыхăну тỹрех татăлнă. Çакăн евĕр тĕслĕхсем питĕ нумай, полици ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, япала туяннă чух укçа-тенке шанчăксăр çăлкуçсене куçарса парасран асăрханма ыйтаççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code