Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренỹ ăсталăха тĕрĕслерĕ

Вĕренỹ ăсталăха тĕрĕслерĕ

Эпизооти лару-тăрăвĕ яланах тимлĕ те сисчевлĕ пулма хистет. Шел те, килти выльăх, тискер чĕрчунсен чирĕсем тĕлĕшпе сыхлăх кирлине ĕнентерекен тĕслĕхсем юлашки вăхăтра çĕршывра çине-çинех пулчĕç. Маларах сыснасен Африка мурĕ алхасрĕ, ытти чирсем те асăрханма хистеççĕ: ящур, оспа, мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕ, выльăх туберкулезĕ тата ытти те.

Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ. Чир-чĕрсенчен асăрханас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттересси вăйра. Çак кунсенче Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, районта командăпа штаб вĕренĕвĕ иртрĕ. Унта ветеринари службин представителĕсем, районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем — райадминистрацин социаллă программăсен пайĕн, медицина, полици, çул-йĕр инспекцийĕн, пушара хирĕç кĕрешекен чаçĕн ĕçченĕсем тата ытти службăсем хутшăнчĕç. Инкек-синкек яланах кĕтмен тата шухăшламан вăхăтра килсе тухать. Вĕренỹпе çыхăннă «инкек» чрезвычайлă лару-тăру кăларса тăратать — «Хĕрлĕçыр ялĕнчи Р.Коновалова хуçалăхĕнче пăру чирленĕ, амак ящур чирĕн паллисемлĕ. Выльăха хуçисем нумаях пулмасть ют регионран туянса килнĕ. Çавна май таврара ящур чирĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăнă». Вĕренỹпе килĕшỹллĕн, ветеринари ĕçченĕсемпе чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем вырăна хăвăрт килсе çитсе чире сарăлма парас мар тесе кирлĕ ĕçсене яваплăн пурнăçлама пултарнине кăтартса пачĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем, оперативлă ушкăнсем, районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем чи малтанах районти библиотекăна пуçтарăнса канашларĕç, унтах республикăри эпизооти лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.

Хĕрлĕçыр ялĕнче çак кун Коноваловсен кил-çурчĕ умĕнче карантин постне йĕркеленĕ. Ветеринари тата ытти служба ĕçченĕ чир-чĕр сарăласран асăрханса пурнăçламалли мĕн пур мероприятие — пăру ящур чирĕпе аптранине çирĕплетнинчен пуçласа ăна ятарлă вырăнта çунтарса яни таранчченех — тĕплĕн пурнăçларĕç.

Специалистсем палăртнă тăрăх, ящур пĕр-пĕринпе суту-илỹ тунă чухне, транспорт урлă сарăлать. Калăпăр, чирлĕ выльăха е унран хатĕрленĕ продукцие тата ăна валли янтăланă апата пĕр хуçалăхран тепĕрне илсе кайнă май. Выльăха туяннă чух уйрăмах асăрхануллă пулмалла — ветеринари докуменчĕсене, выльăха мĕнле прививка тунине тата ун тĕлĕшпе мĕнле тĕрĕслев ирттернине тĕплĕн тишкермелле. Клеймо пурри те шанчăклăха ỹстерет — мĕншĕн тесен ăна çапас умĕн ветеринарипе санитари экспертизи ирттереççĕ.

Командăпа штаб вĕренĕвĕн ĕçĕ-хĕлне райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров пĕтĕмлетрĕ, кашни службăн представительне тивĕçлĕ ĕçшĕн тав сăмахĕ каларĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: вĕренỹ саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code