Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕпе паллашăпăр

Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕпе паллашăпăр

Январĕн 23-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш патшалăх опера тата балет театрĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен Чăваш Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕпе паллаштарать.

Çырура регион стратеги çул-йĕрне, Правительство, Патшалăх Канашĕн, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăх палăртнă ĕçĕсене пурнăçламалли тĕп çул-йĕр пирки пырĕ сăмах.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çырăва хатĕрлес умĕн республикăра пурăнакан халăхăн, общество организацийĕсен тата граждан обществин ытти институчĕсен представителĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ.

Пухăва Чăваш Ен Наци телекуравĕпе тата радиовĕпе, Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче трансляцилеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code