Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Телейлĕ çул пултăр!»

«Телейлĕ çул пултăр!»

– Мана Шупашкара çитме 1 билет кирлĕ. Ульяновска 2 билет. Канаша, Хăвăлçырмана, Пăвана…, – автостанцинчи билет сутакан касса умĕнче кунĕпех халăх хĕвĕшет. Пурте çитмелли çĕре вăхăтра çитесшĕн. Кĕрлесе анчах тăрать автостанци.

Çепĕç чĕлхеллĕ, ăшă кăмăллă Раиса Никитина кассир-оператор пур çынпа та тарават калаçать, кашни ыйту çине тулли хуравсем парать. Кунта 10 çул вăй хурать харсăр ĕçчен.

Елчĕкри автостанцинчен кунне 32 автобус тĕрлĕ ял-хулана çула тухать. Транзитлă автобуссен йышĕ те пĕчĕк мар. Вĕсене пурне те кĕтсе илсе ăсатса ярасси – тĕп тивĕç.

– Хисеплĕ пассажирсем! Шупашкара каякан 694 номерлĕ автобус çула тухать. Билет çинче кăтартнă вăхăт – 11 сехет те 20 минут. Телейлĕ çул пултăр, – кăмăллăн илтĕнет унăн уçă сасси.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code