Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Типĕ тытни сиен ан кỹтĕр

Типĕ тытни сиен ан кỹтĕр

Кашни çулах православи типпине тытас текенсен шучĕ ỹссе пырать. Пĕрремĕш хут типĕ тытма пуçлакансене вара пĕр ыйту канăç памасть: Мăнкун умĕнхи çичĕ эрнене тăсăлакан Аслă типпе сывлăха сиен кỹмесĕр мĕнле тытмалла-ши? Шăпах çак ыйту тавра калаçу иртрĕ те республикăри медицина профилактикин сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕпе Лариса Агеевăпа.

— Лариса Валерьевна, типĕ вăхăтĕнче мĕнлерех апатланмалла? Хамăр сывлăха сиен кỹрес мар тесен мĕн асра тытмалла?

— Ку питĕ кирлĕ те лайăх ыйту. Мĕншĕн тесен Аслă типĕ организмшăн чи йывăр та кăткăс тапхăра — хĕллерен çуркуннене куçнă вăхăта лекет. Ку тапхăрта организмра та нумай улшăну пулса иртет, витаминсем çитменни те самаях палăрма тытăнать. Çавăнпа та типĕ тытни организма сиен ан кỹтĕр, сывлăха çирĕплетме кăна пулăштăр тесен типĕ апата питĕ пĕлсе, суйласа çимелле. Кулленхи рациона тĕплĕн пăхса тухмалла.

— Типĕ тытнин усси те, çав вăхăтрах хăйне евĕр çитменлĕхсем те пур тесшĕн-и?

— Çапла. Медицинăн сывлăхшăн усăллă апатланмалли майсене тĕпчекенсем типĕ тытнин лайăх енĕсене те, çав вăхăтрах çитменлĕхĕсене те, япăх енĕсене те палăртаççĕ. Типĕ эрнисенче аш-какай, сĕт-çу, тăпăрчă, çăмарта, пулă йышши апатсене çиме юраманнипе ỹсен-тăран çимĕçĕпе кăна пурăнаççĕ. Çавна май этем организмĕ çăмăллăнах йышăнакан тимĕрпе цинк, В12 витамина кирлĕ чухлĕ илеймест. Çакна пула организмра юн сахал пулни, е анеми аталанма пултарать. Тата гиповитаминоз пуçланас хăрушлăх та пур. Çавăн пекех Д витамин çитменни те пулать, ăна эпир шăпах çуллă пулăран илетпĕр. Д витамин çитменнине пула вара организм кальцие кирлĕ пек йышăнаймасть, çакă шăмăсем хавшаса патракланасси патне илсе çитерет. Типĕ вăхăтĕнче сĕт-çу та çиме юраманран çак процесс тата шала каять: организм кальци çитменнине туйма пуçлать.

Тепĕр çитменлĕх — çак тапхăрта рационран белоклă апатсем кăларса пăрахнăран, вăй илме май паракан çăлкуçсене çухатать. Çавна май çуркуннехи пусăрăнчăк кăмăл, иммунитет хавшани палăрать, япăх кăмăл-туйăм, вăй çукки, нимĕн те тăвас килменни сисĕнет.

— Типĕ тытнин лайăх енĕсем пирки те каласа парсамăр?

— Аслă типĕ рациона çĕнĕ, усăллă та тутлă ỹсен-тăран çимĕçĕсемпе, вĕсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕçпе пуянлатма май парать. Ку тапхăрта сĕтел çинче пахча çимĕçпе кăмпа, улма-çырла, тĕрлĕ кĕрпе, мăйăр, пыл ытларах пулать. Кун пек усăллă ỹсен-тăран çимĕçĕсем организмшăн питĕ усăллă.

— Типĕ вăхăтĕнче кулленхи рациона мĕнлерех çимĕçсем кĕртмелле тата апатлану йĕркине мĕнле тытса пымалла?

— Ку вăхăтра какай, кайăк-кĕшĕк ашĕ, пулă, сĕт-çу, çăмарта çиме юраманран организмра белок çитменнине саплаштарма кулленхи рациона ỹсен-тăран белокĕсене кĕртмелле — соя çимĕçĕсем, мăйăр, хĕвел çаврăнăш, нимĕç пăрçи тата пучахлă тырăсенчен, кĕрпесенчен хатĕрленĕ çимĕçсем ытларах çиме тăрăшмалла. Кулленех çĕр улми, тĕрлĕрен пăтă, макарон хатĕрлеме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсем вăй-хал çăлкуçĕсем. Çынна вăй-хăват панипе пĕрлех кăмăла çĕклеме те пулăшаççĕ. Белоклă тата крахмаллă çимĕçсемсĕр пуçне кулленех 1-2 апат кашăкĕнчен кая мар ỹсен-тăран çăвĕ тата, паллах, 500 грамран сахал мар пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Кашни кунах витаминсемпе минералсен комплексне ĕçмелле. Çавăн пекех таса шыв кирлĕ чухлĕ — кунне 1,5-2 литртан кая мар ĕçмеллине те асра тытмалла.

Тата çакна та палăртса хăварас килет: кунне 4-5 хутран кая мар, пĕр вăхăтра апатланма тăрăшмалла, апата вăрах, лайăх чăмламалла.

— Лариса Валерьевна, пылак юратакансене мĕн сĕнме пултаратăр?

— Пылак çимĕçсем кăмăллакансем пыл, типĕтнĕ улма-çырлапа сăйланма пултараççĕ. Вĕсем шăпах тĕрлĕ витаминсемпе микроэлементсем нумаййипе палăрса тăраççĕ.

— Тепĕр чухне аслисем ачасене те типĕ тыттараççĕ. Ку вĕсен организмĕшĕн сиенлĕ пулмĕ-и?

— Ачасемпе йывăр çынсен, кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсен типĕ тытсан тутлăхлă белок, цинк, йод, В6, В2 витаминсем çитменни палăрма тытăнать. Çавăнпа та вĕсен, чирлĕ çынсен Аслă типĕ ыйтнă пек аш-какай, сĕт-çу çимĕçĕ çимесĕр пурăнма юрамасть.

Ачасен организмĕ ỹсет, аталанать, çирĕпленсе пырать, çавăнпа вĕсен аслисем пек Аслă типĕн çирĕп йĕркисене пăхăнмалла мар. Вĕсен рационĕнче кулленех сĕт тата сĕт-çу çимĕçĕ пулмалла. Каласа хăварас килет: типĕ ача кĕтекен, кăкăр çитерекен хĕрарăмсем, шала кайнă чирсемпе аптăракансем валли те мар.

— Юлашкинчен тата мĕн сĕнетĕр хаçат вулаканĕсене?

— Типĕ тытма пуçличчен манăн сире тухтăрпа, çавăн пекех пачăшкăпа канашлама ыйтас килет. Тата çакна асра тытар: Аслă типĕ хамăра апат-çимĕç енчен чарни кăна мар, хĕллехи ыйхăран вăранса çуркуннехи савăк кăмăл-туйăмпа, таса чунпа пурăнмалли, çĕнĕ тĕллевсемпе ĕмĕтсем патне чĕнекен, йыхăракан вăхăт. Ку ултавсăр, тарăхусăр, усаллăхсăр, мĕн пур чĕрĕ чуна хисеп туса, пĕр-пĕрне юратса пурăнмали тапхăр. Ку чун-чĕрене тасатмалли вăхăт. Хаçат тусĕсене сывлăх, ăнăçусем сунатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code