Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хÿтĕлев ĕçĕнче

Хÿтĕлев ĕçĕнче

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тылра юлнă ялти çынсене те çăмăл пулман. Вĕсем вырăнти ĕçсене çеç пурнăçламан, ятарлă хушусемпе килĕшÿллĕн урăх районсемпе хуласенче те вăй хунă.

Нимĕç фашисчĕсем Мускава çывхарса пынă май, Патшалăх оборона комитечĕ Атăл хĕрринче вырнаçнă пысăк хуласем патне çитиччен, Сăр шывĕн сылтăм çыранĕнче хÿтĕлев чиккисем тума хушу кăларнă. Вăл Чăваш, Мордва Республикисен, Ульяновск, Пенза, Куйбышев облаçĕсен территорийĕсем тăрăх йĕркеленмелле пулнă. Чăваш енре вăл Етĕрне районĕнчи Засурское ялĕнчен пуçласа Улатăр районĕнчи Сурский Майдан патĕнчен иртмелле пулнă.

Унта кашни район хăйĕн çыннисемпе, ĕç хатĕрĕсемпе, лашисемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Пирĕн тăрăхран унти ĕçсене ВКП/б/ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Н.Н.Волков ертсе пынă. Энтепепе Çĕнĕ Арланкасси çыннисемшĕн яваплă пулма Н.Т.Фролова çирĕплетнĕ. Унпа пĕрле Василий Дмитриев çамрăк та лашапа пынă. Ушкăнра 17 çул тултарнă хĕрсем, ача çук хĕрарăмсем тата сывлăхне кура вăрçа кайман арçынсемпе ватăсем. Вĕсен хушшинче манăн асаннен амăшĕ Агафия Викторовна Сапожникова /хĕр чухнехи хушамачĕ Константинова/ та пулнă. Вăл унти ĕç-пуç пирки пĕрре мар каласа панă. Хÿтĕлев тума çавăн пекех манăн асаттен амăшĕ, Николаева хушаматпа çÿренĕ Тĕмер хĕрĕ, Çĕнĕ Арланкассине качча килсен Фекла Васильевна Александрова та, хутшăннă. Ĕç хыççăн вĕсем çĕр каçма Иваньково-Ленино ялне çÿренĕ. Уйăрса панă çуртсенче пĕчĕк ушкăнпа урайĕнче çывăрса тăнă. Ирхине ирех ĕçе кÿлĕннĕ. Кăнтăрла кăвайт çинче çăкăр тата пĕçернĕ какай татăкĕсене ăшăтса, вĕретнĕ шывпа сыпса çинĕ. Апат-çимĕç продукчĕсене колхозран кăштах уйăрса панă, хăшĕ-пĕри килтен те илсе пынă. Тĕрĕссипе тăраниччен никам та çисе курайман, чылай чухне выçăллă-тутăллă ĕçленĕ.

1942 çул пуçламăшĕнче пирĕн патăмăртан кайнисем яла таврăннă. Вĕсене Чăваш АССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Сăр тăрăхĕнчен таврăнсан Н.Фролов килĕнче нумай тăман – нарăсăн 11-мĕшĕнче фронта тухса кайнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă, темиçе хутчен те тăшман тылне каçса командовани заданийĕсене чыслăн пурнăçланă. Ентеш офицер çинчен Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ «Чăваш дивизийĕ» поэминче питĕ лайăх çырса кăтартнă.

В.Дмитриев та 1942 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн вăл Богдан Хмельницкий, Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене, медальсене, мирлĕ тапхăрта тăватă хутчен СССР Шалти ĕçсен министерствин, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Василий Дмитриевич – виçĕ кĕнеке авторĕ. Юрий Сементер поэт унăн «Наедине с собой» кĕнекине Константин Симонов, Борис Полевой, Юрий Бондарев писатель-фронтовиксем витĕм кÿнине палăртать, мĕншĕн тесен ентеш вĕсемпе вăрçă уйĕнче пĕр хутчен мар курнăçса калаçнă.

Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенче 80 çул каялла окоп-блиндаж чавма хутшăннă çынсем хальхи вăхăтра никам та тăрса юлман, кун пирки никамран та ыйтса пĕлеес çук. Районти архивра та вăл тапхăрти паттăрсем çинчен çырнисем çук тесен те юрать, Аслă Канашăн Хисеп хучĕсемпе наградăланисен списокне кăна тупрăмăр, анчах унта пирĕн ялти çынсен ячĕсем тĕл пулмарĕç…

Инесса АЛЕКСАНДРОВА,
Кушкă шкулĕ,
11 класс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code