Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмăлтан савăнчĕç

Кăмăлтан савăнчĕç

Шупашкарти Юрий Карпов ертсе пыракан «Елчĕк ен» обществăлла организацин пархатарлă пуçарăвĕ пирки хаçатра пĕр хутчен мар çырнă.

Çĕнĕ çул умĕн Паллă ентешсен çулталăкĕн вĕçленĕвне халалласа йĕркеленĕ уяв черетлĕ ял тăрăхĕнче — Аслă Таяпара иртрĕ. Виçĕ ялта пурăнакансем юрă-кĕвĕсĕр тахçанах тунсăхланă пулинех — зал лăк тулли. Ара, пĕрле пуçтарăнса чуна уçса калаçни те мĕне тăрать!

Ăшпиллĕ мероприяти ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Нелли Иванова 2022 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн ентешсене Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков, муниципалитет округĕн представителĕ Николай Петров саламларĕç.

Ял тăрăхĕнчен хăй вăхăтĕнче производствăра, вĕренỹпе культурăра, обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăрнисем сахал мар тухнă. Вĕсене, çавăн пекех 90 çултан каçнисене, 60 çул ытла килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене — пĕтĕмпе хĕрĕхе яхăн çынна Тав хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Ентешлĕх пуçлăхĕн Юрий Карповăн, тĕп хулари «Зеленстрой» предприятин тĕп директорĕн, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн, Аслă Таяпа арĕн Олег Скворцовăн тỹпи çав тери пысăк кунта. Уява йĕркелесе ирттерме çавăн пекех Юрий Сапожников та аван пулăшрĕ.

Чыслав тапхăрĕ хаваслă юрă-кĕвĕпе ылмашăнса пычĕ. Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрă» тата вырăнти «Самана» ушкăнсем çынсен чун-чĕрисенче хаваслă кăмăл-туйăм çуратрĕç.

А.СКВОРЦОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code