Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă сăнарĕсене чĕресенче упратпăр

Ырă сăнарĕсене чĕресенче упратпăр

Вĕçĕ.

Корнилий Николаевич Николаев 1911 çулта Кавал ялĕнче кун çути курнă. 1938 çулта Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ.

Вăрçă умĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Курнавăшри, Кавалти шкулсенче биологи тата хими предмечĕсене вĕрентнĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ, Çурçĕр Хĕвеланăç фронтне лекнĕ, пĕрремĕш çапăçăва Старая Русса патĕнче кĕнĕ. Новгород, Псков, Тарту, Рига, Каунас, Варшава хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. Виçĕ хут аманнă, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Вăрçăран таврăнсан Кавалти шкулта учительте, завучра тăрăшнă. 1956-1966 çулсенче Аслă Пăла Тимешри шкулта ĕçленĕ, ун хыççăн Кивĕ Эйпеçе куçнă.

Малалла Корнилий Николаевич аса илĕвĕсене вырăсларан куçарнă сăмахсем çинче чарăнса тăрасшăн:

«Çын хăй пурăннă вăхăтра мĕн кăна курмасть-ши? Уйрăмах вăрçă нушине тỹснĕ кунсем-çулсем, çав вăхăтри тỹсĕмлĕх аса килеççĕ. 1942 çулхи çуркунне мана Хĕрлĕ Çар ретне илчĕç. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа Çĕнтерỹ кунĕччен тăсăлчĕ маншăн çак ылханлă вăрçă. 1942 çулхи çу уйăхĕнче Старая Русса хули патĕнче, Çурçĕр Хĕвеланăç фронтĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕтĕм. Командовани тăшман оборонине татса хулана ирĕке кăларма хатĕрленнĕ. Çак хулапа çыхăннă çапăçусен кунĕсемпе каçĕсене манма питĕ йывăр. Çапăçăва кĕрсе кайрăмăр, бомба, снаряд хыççăн снаряд çурăлать, çĕр кисренет. Чун сỹ тăвать, анчах та хăраса тăма вăхăт çук, «Урра!», — кăшкăрса малалла чупатпăр. Çак çапăçура мана алăпа ураран питĕ йывăр амантрĕç те эпĕ госпитальте çеç тăна кĕнĕ. Пĕр уйăха яхăн сывалнă хыççăн каллех Старая Русса хулине ирĕке кăларма фронта тухса кайнă. Çапăçура иккĕмĕш хут аманнă хыççăн мана тылри госпитале ячĕç, унта сывалнă хыççăн каллех строя таврăннă. Каллех фронт, каллех çапăçусем. Демьянск хули çывăхĕнчи çапăçура 3-мĕш хут йывăр аманнă. Хирургăн ăсталăхне пула çеç мана вилĕмрен çăлса хăварчĕç. Тăватă уйăх сипленнĕ хыççăн каллех фронта. Çак аманусенчен хирургсем 12 осколок туртса кăларчĕç, анчах икĕ осколокне кăлараймарĕç. Вĕсем вăхăт-вăхăтпа хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ.

Çĕнтерỹ çулĕ ытла та вăрăм пулчĕ, пин-пин çухрăм фронтри çулсем, хаяр çапăçусем… Новгород, Псков, Тарту, Рига, Каунас, Кенигсберг, Варшава маншăн ахаль хуласем çеç мар, йывăр çапăçу вырăнĕсем пулчĕç. Пирĕн, вырăс салтакĕсен, ăçта çуран, ăçта хырăмпа шуса çак хуласене ирĕке кăларма хал çитрĕ.

Совет Союзĕ фашизма çĕнтернинче вырăс çыннин чун хавалĕн вăйĕ, çыннăн тивĕçлĕхĕ, Тăван çĕршыва юратни, сума суни витĕмлĕ вăй пулнă. Пурнăç ячĕпе эпир, Совет çĕршывĕнче пурăнакан мĕн пур халăх, çак хăрушă вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçнă, çĕнтернĕ.

Çак вырăс салтакĕнче, унăн паттăрлăхĕнче, эпĕ совет халăхĕн ăс-хакăл çирĕплĕхне, хăюлăхне, пурнăçри кăткăс лару-тăрура хăйне çирĕп тытма, чăтăмлăха упрама пултарнине куратăп. Темĕнле йывăрлăх сиксе тухсан та вăл çынлăха çухатман, шалти туйăм, чун-чĕре мĕнле хушнă — çавăн пек пулма тăрăшнă.

Акă Аслă Çĕнтерỹ çитрĕ. Эпĕ — чăваш çĕрĕнче, тăван ялта, тăван шкулта. Эпĕ каллех ачасене вĕрентетĕп. Тĕрлĕ шкулсенче нумай çул хушши хама шеллемесĕр ĕçлерĕм, ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вĕрентрĕм. Паттăрла ĕçсем туман, анчах кунран-кун хамăн пĕлĕве ял ачисене парас, пур çĕрте те хам хыççăн ырă ят, вĕрентекен ятне, хăварас тесе тăрăшнă», — çак сăмахсемпе вĕçленĕ К.Николаев хăйĕн аса илĕвĕсене.

Антон Романович Мукин 1917 çулта вăтам хресчен çемйинче çуралнă. 4 çулта чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă, пурнăçĕ йывăр пулсан та вĕренме тăрăшнă. Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн Кивĕ Арланкассинчи шкулта ĕçленĕ.

Шупашкарта ятарлă курс пĕтернĕ хыççăн Кушкăри шкулта математика вĕрентнĕ. Çак шкултанах ăна 1939 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ. Вăрçă умĕн вĕсен чаçĕ чикĕ çывăхĕнче тăнă. Вăрçа хутшăннă, тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă. Ун хыççăн тĕрлĕ шкулсенче ĕçлеме тỹр килнĕ. 1952-1978 çулсенче А.Мукин Аслă Пăла Тимешри шкулта математикăпа физика вĕрентнĕ, директор çумĕнче, шкул çумĕнчи интернат ертỹçинче вăй хунă.

Валентин Кондратьевич Портнов 1921 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн Аслă Елчĕкри шкулта ĕçленĕ, 1939 çулхи октябрьте Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.

Фашистла Германи çĕршыва тапăнсан вăрçа тухса кайнă, тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă. Малтанласа гварди стрелоксен 3-мĕш дивизийĕнчи 22 гварди артиллери полкĕнче службăра тăнă. Кĕçĕн политруксен курсне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Ленинград фронтне лекнĕ. 1944 çулхи октябрĕн 19-26-мĕшĕсенче Латвинчи Либава хули патĕнче пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн В.Портнова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Либавăри тата Чулхулари Çарпа политика училищисене, вăрçă хыççăн Минскри Çар академине пĕтернĕ. 40 çул Совет Çарĕнче службăра пулса полковник таран ỹсме çитме пултарнă. 15 çул хушши Минскри конструкторпа технологи институтĕнче ĕçленĕ, Чернобыльти АЭСри аварине пĕтерес ĕçе хутшăннă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп Грамотине, нумай орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.

Виталий Кондратьевич Портнов 1927 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче кун çути курнă. 1941 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, анчах та вĕренỹ пĕтичченех 1944 çулта салтак шинелĕ тăхăнма шăпа тухнă, Инçет Хĕвелтухăçĕнче гаубица полкĕнче службăра тăнă.

Сăмах май каласан, унăн ывăлĕ Юрий Валентинович — генерал-майор, çар наукисен кандидачĕ, Беларусь Республикин çар министрĕн пулăшаканĕ таран ỹсме пултарнă.

Пĕр тăван Валентинпа Виталий Портновсем. 1986 çул.

Японипе вăрçă пуçлансан çапăçусене хутшăннă. Вăрçă чарăнсан полк шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн отделени командирне лартаççĕ. 1950 çулта пултаруллă кĕçĕн командира Владивостокри çарпа политика училищинче вĕренме янă. Анчах та вĕренсе пĕтереймен, 1951 çулхи май уйăхĕнче демобилизаципе тăван яла таврăннă. 1958 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Аслă Пăла Тимешри шкулта учитель, директор çумĕ пулса ĕçленĕ.

Шел пулин те, çак вăрçă паттăрĕсем пиртен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Пирĕн ирĕклĕхпе телейлĕ пурнăçăмăршăн Аслă Çĕнтерĕве туптанă ветеран-фронтовиксен ырă сăнарĕсем чĕремĕрсенче ĕмĕрлĕхех упранаççĕ.

Владимир ПЛОТНИКОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code