Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Учитель-фронтовик

Учитель-фронтовик

Иван Андреевич Охотин 1921 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Ĕнел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Елчĕкри вăтам шкула вĕренме çÿренĕ. 1940 çулта шкул вĕренсе тухнă хыççăн сентябрь уйăхĕнчех Совет Çарне илеççĕ ăна. Латви Республикинчи Лиепая хулара пулма тÿр килет салтака. Унтан Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланать. Акă мĕн асра юлнă фронтовикăн:

«1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче шăп ирхине 4 сехетре нимĕç самолечĕсем пирĕн хула çине бомба пăрахма пуçларĕç. Фашистла Германи Тăван çĕршыв çине ултавлăн, сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни пире, совет салтакĕсене, калама çук тарăхтарса ячĕ. Вăрçăн малтанхи уйăхĕсем чăнах та питĕ йывăр пулчĕç. Анчах пирĕн салтаксем те аптраса ÿкмерĕç, хăвăрт хĕç-пăшалланса тăшмана хирĕç хаяр çапăçăва тухрĕç. Эпĕ çакăнта йывăр амантăм. Госпитальте сывалсан татах вăрçа кĕтĕм.

Ун хыççăн эпĕ 3-мĕш Белорусси фронтĕнче çапăçрăм. Хĕвел тухăç Прусси таранах çитрĕм, çав вăхăтра иккĕмĕш хут йывăр амантăм. Госпитальтен тухнă хыççăн мана шăпа 4-мĕш Украина фронтне илсе çитерчĕ. Киле эпĕ 1946 çулта çеç таврăнтăм. Вăрçăри паттăрлăхшăн мана II степень Отечествăлла вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата медальсемпе чысларĕç».

Вăрçă хыççăн И.Охотин тĕрлĕ ĕçре вăй хурать. Районти çар комиссариатĕнче бухгалтер пулса ĕçлет. 1946-1948 çулсенче Шупашкарти учительсен институтĕнчен вĕренсе тухсан 14 çул Кивĕ Эйпеçри 8 çул вĕренмелли шкулта математик пулса тăрăшать, унтан – Елчĕк шкулĕнче. 1969 çулта куçăмлă майпа вĕренсе Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать. Мăшăрĕпе – Лидия Афанасьевнăпа 4 хĕр çитĕнтернĕ. 1998 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче вăл пурнăçран уйрăлса кайнă.

О.КУЗЬМИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code