Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сунарçăсен биатлонĕ

Сунарçăсен биатлонĕ

Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕнче ялти ятлă-сумлă Князевсен призне çĕнсе илессишĕн сунарçăсен биатлонĕ иртнĕ.

Унта хамăр республикăри тĕрлĕ районсенчи, Тутарстанри сунарçăсем йышлăн пуçтарăннă.

Уява уçса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Семенов, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Егоров, ăмăртун тĕп йĕркелÿçи – «Акар» питомник директорĕ Л.Князев, «МУП «Градостроительство» ООО директорĕ Н.Князев, «Стройхозтовары» АХО директорĕ В.Меметов тата ыттисем тухса калаçнă.

Виççĕмĕш хут йĕркелеççĕ çак ăмăртăва кунта. Сунарçăсем командăпа та, харпăр хăйшĕн те тупăшнă. Йĕлтĕр çине тăнă, çурăмĕ хыçне пăшал çакнă, çав вăхăтрах йытта чĕлпĕрпе çавăтнă сунарçăсене курма уйрăмах кăсăклă.

Командăсенчен малти вырăна «Малыш» /Комсомольски/ команда йышăннă. Вĕсем тĕп приза – хир сыснине тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Ахпюрт» /Патăрьел районĕ/, «Лаш Таяпа» командăсем пайланă. Вĕсем така, виçĕ кролик çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕ командăсене асăну паллисемпе, медальсемпе, грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

Хăнасем курăк чейĕпе, шашлăкпа тата çăра аш яшкипе хăналаннă. «Сударушки» фольклор ушкăнĕ уява культура программипе пуянлатнă. Юрий Кашкăр юрăç-автор хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнланă. Юлашкинчен пурте пĕрле «Кашкăр йăви» хăна комплексĕпе тата питомникпе тĕплĕнрех паллашнă.

Сунарçăсем ăмăрту йĕркелÿçисене тата спонсорсене – Князевсене çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре, тăван тавралăха тирпейлĕ тытас, йытă сунарĕн йăли-йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем тунăшăн тав тунă.

Ю.ПЕТУХОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code