Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Арçынсем хĕрÿ тупăшрĕç

Арçынсем хĕрÿ тупăшрĕç

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Улăп» комплексра арçынсен спорт фестивалĕ иртрĕ.

Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелерĕç фестивале. Унта пурĕ 13 команда хутшăнчĕ. Тăхăр ял тăрăхĕн, райадминистрацин, районти полици пайĕн, «Яльчикское» ДПМК», «Стройэнергосервис» ОООсен командисем хĕрÿ тупăшусенче мала тухма, хăйсем тăрăшакан организаци ятне çÿллĕ шайра тытма ăнтăлчĕç.

Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракансене райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ – райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, районти Ашшĕсен тата Хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем Виталий Рыбкинпа Евгения Михайлова саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Фестивале хутшăннисем хăйсен пултарулăхне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕслерĕç: йĕлтĕрпе чупасси, алă вăйĕ виçесси, турник çинче туртăнасси, шывра ишесси, кире пуканĕ йăтасси, сĕтел çи теннисĕ, волейболла вылясси, канат туртасси.

Йĕлтĕрçĕсене урамра юр вĕçтерни хăратмарĕ. Эстафетăра малти вырăна Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчен килнĕ Иван тата Олег Головинсем мала тухрĕç. Юрий Рахмуллинпа Владимир Павлов /Лаш Таяпа ял тăрăхĕ/ финиша иккĕмĕш, Алексей Тихоновпа Александр Кириллов /Тăрăм ял тăрăхĕ/ виççĕмĕш çитрĕç.

Шывра ишессипе иртнĕ эстафетăра кашни командăран виçшер спортсмен хутшăнчĕ. Кунта Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнтерчĕ – Владимир Михайлов, Юрий Петров, Артур Михайлов чи правуррисем пулчĕç.

Алă вăйĕ виçекенсен ăмăртăвне С.Солин ертсе пычĕ. Атлетсем 75 кг çитичченхи тата 75 кг йывăртарах виçесенче тупăшрĕç. 75 кг çитичченхи виçере Алексей Дубинов /Кĕçĕн Таяпа/ – пĕрремĕш, Михаил Смирнов /Çирĕклĕ Шăхаль/ – иккĕмĕш, Петр Кушманов /Аслă Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. 75 кг виçере Владимир Петрушкин /Аслă Елчĕк/, Алексей Лукин /Елчĕк ял тăрăхĕ/, Сергей Солин /Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ/ малти вырăнсене тивĕçрĕç.

Сĕтел çи теннисĕн ăмăртăвĕнче Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен командисем палăрчĕç. Сергей Павлов, Денис Григорьев, Денис Портнов куракансене ăсталăхĕпе тата вăр-варлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Турник çинче туртăнассипе Артем Александров /Елчĕк/, Николай Чернов /Аслă Елчĕк/, Виктор Иванов /Кĕçĕн Таяпа/ хăйсен командисемшĕн паха очкосем пухрĕç.

Кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ халăха йышлă пуçтарнă тупăшусенчен пĕри пулчĕ. 75 кг çитичченхи виçере Александр Макаров /Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ/, Виктор Семенов /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/, Артем Кудряшов /Курнавăш ял тăрăхĕ/, 75 кг йывăртарах виçере Андрей Кузнецов /Елчĕк ял тăрăхĕ/, Николай Николаев /Курнавăш ял тăрăхĕ/, Петр Петрушкин /Аслă Елчĕк/ малта пулчĕç.

Волейболла вылякансем куракансене яланах хăйсем патне илĕртеççĕ. Курнавăш тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем пĕрремĕш вырăншăн вăйă вĕçленичченех хĕрÿ ăмăртрĕç, иккĕмĕшсем мала тухрĕç. 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ Елчĕксем те питĕ ăста вылянине чун-чĕререн курса савăнса ларма май пулчĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем канат туртнипе вĕçленчĕç. Ку ăмăрту фестивале хутшăннă пур çынна та хĕрÿлентерсе ячĕ тесен те йăнăш мар. Кашни хăй кăмăллакан ушкăншăн хумханчĕ. Командăсем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулманран вăраха тăсăлчĕ тупăшу. Çапах та Аслă Таяпасем чи вăйлисем пулнине çирĕплетсе пачĕç. Елчĕк тата Курнавăш ял тăрăхĕсен командисем 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Ăмăртусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елчĕк ял тăрăхĕн команди мала тухни паллă пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Кĕçĕн Таяпа, виççĕмĕш вырăнта Курнавăш ял тăрăхĕсен спортсменĕсем. Призерсем дипломсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Командăсем «Единая Россия» партин членĕсен Юрий Галкинăн тата Вячеслав Мясниковăн парнисене те тивĕçрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code