Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыл Çĕнтерĕве туптанă

Тыл Çĕнтерĕве туптанă

Аслă Çĕнтерĕве тыл та туптанă. Вăл хăйне евĕр фронт шутланнă.

Вăрçа хутшăнманнисене те çăмăл пулман. Механизаторсем, специалистсем фронта кайнă. Техникăн, лашасен ытларах йышне унта ăсатнă. Уй-хирти, промышленноçри ĕç-хĕле пĕтĕмпех хĕрарăмсем, ачасем, ватăсем пурнăçланă. Вĕсем окопсем чавма, вăрман хатĕрлеме те хутшăннă.

Ялсенче ĕçлекенсен йышĕ 30 процента яхăн чакнă. Тĕрлĕ продукци фронта парасси вăрçăчченхи планран та пысăк пулнă. Чăваш Ен 112,3 пин тонна тырă,19,7 пин тонна çĕр улми, 19,8 пин тонна аш-какай, 7,8 пин тонна сĕт, 2,5 центнер махорка ăсатнă. Елчĕк районĕ оборона фондне 6 миллион ытла тенкĕ укçа, 50 пин тонна тырă хывнă.

1941 çул вĕçĕнче, 1942 çул пуçламăшĕнче Чăваш Республикине вăрçă пынă районсенчен предприятисене, уйрăм заводсен оборудованийĕсене куçарса килнĕ. Вăл шутран 5 пир-авăр, 2 табак, атă-пушмак фабрикисем тата ытти те. Эвакуаци йĕркипе «тымар янă» Шупашкарти электроаппаратура, Канашри вакунсем юсакан заводсем тата В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ паян та ура çинче çирĕп тăраççĕ. Вĕсемпе пĕрлех 70 пин ытла ĕçлекен куçса килнĕ.

3100 вырăнлăх 17 эвакогоспитальте 700 медицина ĕçченĕ вăй хунă. Вăрçă çулĕсенче вĕсенче 100 пин ытла салтак сывалса тухнă, 73 проценчĕ каялла строя тăнă. /Танлаштарма: 1-мĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче – 45 процент/.

Чăваш Ен территорийĕнче 324-мĕш тата 139-мĕш стрелковăй дивизисем йĕркеленĕ.

/Цифрăсене «Чувашская АССР в период Великой Отечественной войны» кĕнекерен илнĕ/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code