Раççейри «Пĕлỹ» обществăпа РФ Çут ĕç министерстви «Раççейри чи нумай вулакан шкул» тата «Раççейри шкулти чи лайăх педагог-библиотекарь» конкурссем йĕркеленĕ.
Пултарулăх тупăшăвĕсене 80 ытла регионти 4933 шкулти 7529 педагог хутшăннă. Маларах асăннă 2-мĕш конкурс, шкулти вĕренекенсен йышне шута илсе, виçĕ номинацире иртнĕ. Конкурсантсенчен экспертсем Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти Любовь Адюкова библиотекарь ĕçне пысăка хурса хакланă.
Конкурсăн виçĕ тапхăрĕ вĕçленнĕ. Декабрь уйăхĕнче Мускавра иртекен икĕ кунлăх финалта Любовь Германовна тĕл пулусене, ĕç опычĕпе паллаштарма, презентаци йĕркелеме, актуаллă ыйтусене сỹтсе явма хутшăнĕ.
Финалисткăна çитĕнỹпе кĕтетпĕр.

