Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă ÿнерçĕ

Паллă ÿнерçĕ

ПЕТР ПЕТРОВ 1950 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1956 çулта вĕсен çемйи Семипалатинск хулине куçса кайнă. Ентешĕн ачалăхĕ Казахстанра иртнĕ. Вăл унта 20-мĕш шкулта /1957-1967/, каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика /1967-1972/ факультетĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Дагестанри Избербаш хулинчи педучилищĕре ĕçленĕ. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан Тува АССРĕнчи Кызыл хулинчи шкул-интернатра сăрă ĕçĕпе черчени учителĕнче, пединститутри ÿнер кафедрин лаборантĕнче, Шупашкарти приборсем тăвакан заводра ÿнерçĕ-оформительте, каярахпа РСФСР ÿнер фончĕн чăваш уйрăмĕнче ÿнерçĕре чылай çул вăй хунă. 1984 çултан тĕп хулари ачасен 2-мĕш ÿнер шкулĕн преподавателĕнче ĕçленĕ. 2000-2012 çулсенче – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дизайн кафедрин преподавателĕ.

Петр Варфоломеевич 1977 çултан СССР Ÿнерçĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Ăна 1978 çулта «Кĕрхи кун» ÿкерчĕкшĕн Францири Салон кĕмĕл медалĕпе, 1981 çулта КПСС обкомĕпе ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ хăйĕн ĕçĕсемпе Пĕтĕм Союзри, Пĕтĕм Раççейри выставкăсене хутшăннă. Вăл тĕрлĕ çĕрте уйрăм 8 курав йĕркеленĕ.

П.В.Петров 2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code