Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Миçе окоп чавнине калаймарĕ

Миçе окоп чавнине калаймарĕ

Кавалти культура çуртĕнче тĕрлĕ тапхăрти хирĕç тăрăва хутшăннă ентешĕсене халалланă стенд пур. Вĕсен хушшинче маларах çар опычĕ пухнă, халĕ иккĕмĕш вăрçăра — ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекенсем çинчен те пĕлме пулать.

Сынковсен кун-çулĕ вара хăйне евĕрлĕ: пĕри Афганистанра пулнă, тепри халĕ — Украинăра.

Ашшĕ

Афган вăрçин сасси чарăннăранпа 36 çул иртрĕ пулин те, унта çапăçнă ветерансем чĕрĕ чухне унăн кĕрлевĕ янрама чарăнмасть. Курни-тỹсни епле манăçтăр!

Владимир Сынковăн та пурах чуна уçмалли. Анчах аса илỹ çулĕпе «çиелтен» кăна чупрĕ 57-ри ветеран.

Вăл Кивĕ Эйпеçри вăтам, Канашри ДОСААФ шкулĕсенче вĕреннĕ. Икĕ çулхи салтак службин виçĕ уйăхне Туркменири Иолотань хулинче ирттернĕ. Çавна май питĕ лайăх ăнланнă: малаллахи çул — кỹршĕллĕ çĕршыва. Вăл, тĕпрен илсен, Баграм хулипе çыхăннă.

Афганри водительсен ĕçĕ пĕрешкелтерех «сценарипе» çырăннă пулин те вăл нушаллă-тертлĕ пулнине кашниех çирĕплетĕ. Владимир Федорович каласа панинченех çакă курăнать.

Вăрăм прицеплă «КАМАЗ» автомашина çинче 20 тонна ытла бензин-краççын. 100 машина таранччен тăракан колонна Баграм — Хайратон — Джелалабад — Газни — Гардез — Асадабад маршрутпа çула тухать. Ту хушăкĕсем, ансăр çулсем, чул-хăйăр — вĕсене парăнтарасси, вăл калашле, чăрт сурасси мар.

Симĕс территорисем те пулнă-ха. Вăл вара душмансемшĕн тапăну йĕркелеме меллĕ вырăн шутланнă. Володя унашкал танатасене пĕр хутчен мар лекнĕ. Тĕслĕхшĕн пĕррехинче Газни провинцине çула тухнине каласа пачĕ.

— Кашни рейса тухмассерен моджахедсем тапăнасса шутласах пыратăн, — терĕ вăл. — Кĕтнĕ пекех, «зеленкăна» çитсен вĕсем пирĕн çине вут-хĕм тăкма пуçларĕç. Пĕр пуля ман автомашина кабини витĕр юнашарах тухса кайрĕ. Эпĕ Турра тав туса хĕрес хывса илтĕм.

1987 çулта Владимир Сынков салтак тумне хывать. Кăкăрĕ çинче — «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Интернационалист воина пархатарлă Афган халăхĕнчен», «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсене — 70 çул» медальсем. Ăна çавăн пекех СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

— Аякри çĕршывра юнашар туссем пулни пысăк шанăç, вăл вăй-хăват парать, — ку темăна хăй тĕллĕнех хускатрĕ ветеран. — Эпир пĕр призывра хамăр районтан кăна 3-н пултăмăр: Патреккелĕнчен Николай Крылов, Хăвăлçырмаран Сергей Дмитриев, Кавалтан Леонид Федоров. Шел, вĕсем тинех пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Эпир «дембеле» каяс умĕн пире Елчĕкри Андрей Краснов тата хамăр ял ачи Станислав Новиков улăштарчĕç. Стас та пурнăçран уйрăлчĕ çав. Вĕсем çуккине чăна илес килмест те тепĕр чухне…

Ывăлĕ

Ашшĕ Афганистанран таврăнсан шăпах 35 çултан ывăлĕ вăрçă вут-çулăмне лекессе шутлама та пултарайман Сынковсем. Амăшĕ, Светлана Николаевна, ятарлă çар операцине хутшăнакан ачи сывлăхĕшĕн халĕ Турăран пулăшу ыйтса кунсерен кĕлĕ тăвать. Артем хăй те Турра ĕненнине пытармасть: «Урăхла май çук». Вĕсен подразделенине Силуан атте те пĕр хутчен кăна мар пырса кĕлĕ ирттернĕ. Отпускран кайнă чухне салтак кашнинчех ун патĕнче — Лаш Таяпари чиркỹре пулать…

Артем Сынков рядовой мобилизациленнисен йышĕнчен. Ульяновскри уйăх çурă вĕренỹ тапхăрĕ хыççăн вĕсем Запорожьери Михайловка поселокне вырнаçнă. Пĕр эрне иртсен малалла — Широкий поселокне куçарнă: юнашар иртнĕ стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ автотрассăна сыхлама тивнĕ.

Çапла вĕсен çыхăну управленийĕн бригадине пĕчĕккĕн шалалла илсе кĕнĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Работинăпа Вербовой хушшинче. Ку вăл — Михайловкăран 40-50 çухрăмра. Малти линире.

Гранатометчик çак таранччен миçе окоп чавнине калаймарĕ.

— Çĕнсе илнĕ кашни метра тытса тăмалла, — пĕлтерет салтак.

— Малалла каймассерен хăвна валли хỹтлĕх хатĕрлес пулать. «Окоп вăрçи», «дрон вăрçи» тесе ахальтен каламаççĕ вĕт.

— Чи пысăк йывăрлăх? — ыйтатăп унран.

— Юлташсене çухатни. Пĕрле задание каятăн, окопра выртатăн… Тахăш самантра салтак çук та.

Вĕсен ротинче тĕрлĕ регионтан янă контрактниксем те, мобилизаци йĕркипе тăнисем те пур. Тĕрлĕ чĕлхе, тĕн, ỹсĕм, интерес, анчах нацистсене тĕп тăвас тĕллев вĕсене кашнине пĕр чăмăра пĕрлештернĕ.

«Сына» хушма ятлă салтака хăюлăхпа паттăрлăхшăн Жуков, «Раççей хỹтĕлевçине», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсемпе чысланă. Отпускăн пиллĕкмĕш хутĕнче тĕл пултăмăр унпа. Малтанхи 3-шĕнче вăл яла рота командирĕн машинипе килнĕ. Çакă та хăйне кура пысăк хисеп, шанăç. Хальхинче çанталăкăн япăх условийĕсем чăрмантарнă. Çапах та Артема ăннă: каялла вăл «буханкăпа» çула тухнă — пулăшу хатĕрĕсем тултарнă техникăна тăван ялĕнчи Александр Федоров парнеленĕ.

…Ашшĕ хыççăн ывăлне те лекрĕ вăрçă тути-масине туйма. Ăна унăн авăрĕнчен тĕрĕс-тĕкел тухма, Çĕнтерỹпе таврăнма ырă сунатпăр.

Николай МАЛЫШКИН,
Кавал ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code