Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрленĕ карттă — кĕвĕллĕ

Тĕрленĕ карттă — кĕвĕллĕ

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Мускавра «Раççей наци центрĕнче» çĕршыври «Раççейĕн хальхи музыка картти» фестивалĕн гала-концерчĕ иртĕ.

Ку проект çĕршыври композиторсене пĕрлештерет. Пĕр каçра куракансем пур регионăн музыка культурипе паллашма пултарĕç. Кĕвĕ хайлавĕсене Юрий Башмет ертсе пыракан патшалăх симфони оркестрĕ тата Людмила Зыкина ячĕллĕ «Раççей» вырăс халăх ансамблĕ шăрантарĕç. Çавăн пекех хор тата ташă ушкăнĕсем хутшăнĕç. Тĕрлĕ халăхăн кĕвĕ инструменчĕсем концерта тата пуянлатĕç. «Раççейăн хальхи музыка картти» проект Чăваш Енре пуçланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code