Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пысăк çитĕнỹ тусан ĕçре — савăнма аван кĕрекере

Пысăк çитĕнỹ тусан ĕçре — савăнма аван кĕрекере

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй округра кăçал 65-мĕш хут иртрĕ. Авалтан упранса юлнă çак сумлă уяв — чи кĕтнисенчен пĕри. Çулталăкăн кирек хăш пулăмĕнче те ырми-канми тăрăшакан ял ĕçченĕ унта чăн та канма, савăнма пултарать.

Çак кун «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче уяв хаваслăхĕ кĕртсе иртенпех илемлĕ кĕвĕ вылярĕ. Улăхри тỹремре вырнаçнă территори пайĕсен хăна çурчĕсене яланхиллех капăр та пуян тирпейленĕ, хăнасене сăйлама наци кухнине тĕпе хурса апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе территори пайĕсенче вырнаçнă хуçалăхсем те хастар хутшăннă. Çавăн пекех паркра Елчĕк муниципалитет округĕн аталанăвĕн çул-йĕрне тата пултарулăхне палăртакан, пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техникин куравĕсем, тĕрлĕ тавар тата апат-çимĕç лавккисем, аттракционсем, фотозонăсем ĕçлерĕç.

Федераци программин «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçал парк территорийĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланине уява хутшăннă халăх тỹрех асăрхарĕ. Парка кĕрес умĕн брусчаткăран çул хывни çак кун çумăр çунă вăхăтра уйрăмах меллĕ пулнине çирĕплетсе пачĕ. Сцена умĕнчи саксене, сцена патне тăсăлакан картлашкасене сăрлани илем кỹрет, ун çумĕнчи карлăксене хута яни çăмăллăн хăпарса-анма пулăшать.

Уява пуçласа пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Раççей халăхĕсен туслăх парачĕ» акципе килĕшỹллĕн производствăн тĕрлĕ сферинче професси енĕпе палăрнисем, ĕçре малта пыракансем хăйсем пурăнакан территори пайĕсен делегацийĕн йышĕпе пĕрлешсе сцена умне çывхарчĕç. Культура ĕçченĕсем «Чăвашлăха асра тытса, ĕç çыннине мухтаса» театрализациленĕ представленипе уявăн тĕп пайне уçрĕç. Кунта чăвашăн ĕлĕкхи йăли-йĕркине, вăл мĕнле аталанса тата çут çанталăка хисеплесе, упраса пынине асламăшĕпе (Венера Усанова) мăнукĕн (Вадим Баранов) ытарлă калаçăвĕ урлă кăтартса пачĕç. Сцена умне тĕрлĕ çулсенчи ачасемлĕ виçĕ çемье тухсан чăвашăн ака-суха ĕçĕсене пуçлас умĕнхи ял пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ. Культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем хресчен ака-сухана хатĕрленме пуçланине, яла усалсенчен тасатас тесе хĕр сухи чỹкне ирттернине уçăмлăн сăнарласа пачĕç.

Чỹк ирттернĕ хыççăн чăваш ака тунă, вăл вĕçленсен тус-тăванĕсене хăнана йыхравланă, пуян сĕтел хатĕрленĕ. Çакăнтан пырать те ĕнтĕ Акатуй уявне йĕркелесси. Округри культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ çĕр ĕçченĕсен гимнне янратнă май «Ака чемпионĕ — 2023» ята тивĕçнĕ Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн механизаторĕ Сергей Шепинов, чи лайăх культура ĕçченĕ Иван Шурбин тата чи лайăх спортсмен — Денис Жуков Акатуй ялавне çĕклерĕç. Мăчаварсем (Çирĕклĕ Шăхальти Владислав Федоров, Вырăскассинчи Юрий Уваров, Энтепери Петр Макаров) чăваш аслă Турăран тивĕçлĕ тыр-пул туса илме пил ыйтнине сăнарласа кăтартрĕç. Мăчаварсем чăн та уяв илемĕ пулчĕç. Вĕсемех килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа сăйларĕç.

Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илнĕ май, çулсерен пỹлме тулли тыр-пул пухса кĕртекен, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине ỹстерсе пыракан, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессине малти вырăна хуракан ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, ытти отрасльсенче тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакансене, Елчĕк округĕн мĕн пур халăхне пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕ, ака ĕçĕсене вăхăтра та ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тата уявпа саламларĕ.

— Округри хуçалăхсем ака-вырма ĕçĕсене яланах пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ, пархатарлă ĕçĕпе палăрса республикăра малтисен шайĕнче тăраççĕ. Эпир пĕрлĕхре пулса хамăр юратнă округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне малалла та ỹстерсе пырăпăр, историпе йăла-йĕркене тĕпе хурса вĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарсах пырăпăр, — палăртрĕ вăл.

Салам сăмахĕсен çумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов, ЧР Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Владимир Викторов, «Елчĕк ентешлĕхĕн» председателĕ Юрий Карпов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Вячеслав Борисов çĕр ĕçченĕсене тав тунă май округри аграрисене малашне те малта пыма сунчĕ, çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Елчĕк халăхĕ ячĕпе çырнă салам сăмахĕсене вуласа пачĕ.

Чыслав — чи хаваслă самант

Леонард Левыя Аслă Ассоциаци Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе «Вырăнти хăй тытăмлăха аталантарнăшăн» медальпе наградăларĕç. Ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Сатурн» ЯХПК председательне Юрий Викентьева, «Эмметево» ООО бухгалтерне Рена Дмитриевăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕç.

Ял хуçалăх культурисен производствинчи пысăк кăтартусемшĕн «Яманчурино» ОООн инженерĕ Валерий Львов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Комбайн» ЯХПК водителĕ Николай Головин Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне, «Рассвет» ЯХПК водителĕ Сергей Афанасьев Тав хутне тивĕçрĕç.

Производствăра малта пыракансене наградăлани тата чыслани уявăн пысăк пайне йышăнчĕ. «Професси енĕпе чи лайăххисем» ята тивĕçнисен списокне хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетлерĕмĕр. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Лариса Ильинăна (Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн начальникĕ), Лариса Кучковăна (Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека пункчĕн заведующийĕ), Николай Тимофеева («Рассвет» ЯХПК тĕп энергетикĕ) ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне, «Сатурн» ЯХПКн ĕне сăвакан операторне Маргарита Абрамовăна, «Прогресс» АХО механизаторне Геннадий Куприянова, «Энтепе» ОООри ĕне сăвакан оператора Вера Лисицинăна, «Елчĕк муниципалитет округĕн ЦФРО» тĕп экономистне Елена Патшинăна, Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн механизаторне Сергей Шепинова ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе, «Труд» ЯХПКн склад заведующине Елена Карсаковăна, «Победа» ОООн ĕçченне Владимир Михайлова, «Прогресс» АХО механизаторне Сергей Муллина, «Комбайн» ЯХПКри выльăх пăхакан Ирина Павловăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Чăваш Ен агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Илья Григорьев уйрăм предпринимателе, Светлана Захарова техник-осеменатора («Эмметево» ООО), Василий Капсулов механизатора (Ленин ячĕллĕ хуçалăх), Николай Круглов механизатора («Сатурн» ЯХПК), Вячеслав Кузнецов директора («Урожай» ООО), Сергей Чернов тĕп агронома (В.Ф.Чернов Х(Ф)Х), Алексей Шадриков фермера ЧР ял хуçалăх министрĕн Тав хучĕпе, Александр Чернов уйрăм пайтаçăна ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин, Елчĕк территори пайĕнчи Ольга Левая тĕп специалист-эксперта ЧР Юстицин патшалăх службин,
халăха социаллă пулăшу паракан центрăн пай заведующине Зинаида Орловăна ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин, Иван Шурбин культорганизатора (Тỹскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ) ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисемпе, Алина Петрова директора (Елчĕкри тĕп библиотека), Светлана Понкратьева заведующине (Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ) Тав хучĕпе чысларĕç.

Галина Воронова склад заведующийĕ («Труд» хуçалăх), Виталий Дмитриев механизатор («Прогресс»), Марина Енейкина ĕне сăвакан оператор («Сатурн»), Александр Назаров арманçă («Рассвет»), Галина Трофимова зоотехник («Победа»), Елчĕк округĕн администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Кунтах 2022 çулхи производствăпа финанс кăтартăвĕсен экономика ăмăртăвĕнче, çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа мала тухнă, акана йĕркелеме техникăна тивĕçлĕ хатĕрленĕ хуçалăхсем те пысăк чыса тивĕçрĕç (хаçатăн иртнĕ номерĕнче палăртнă). Ольга Крысова ĕне сăвакан оператор («Сатурн»), Маргарита Курицына («Победа»), Ирина Мартемьянова («Прогресс») выльăх пăхакансем округ администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Ветерансен юхăмне аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн Пĕтĕм Раççейри вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен Тĕп Канашĕн Хисеп хучĕпе пирĕн ĕçтеше Елена Петровăна, Феоктиста Карповăна, Ольга Кудринăна, Любовь Молоствовăна, Елена Хушкинăна, Алевтина Ястребовăна чысланине палăртма кăмăллă.

Юрă-ташăпа илемлĕ Акатуй

Юрă-ташă ăстисем Акатуя яланах хавасланса хатĕрленеççĕ. Çавна май уяв программи те çулсеренех пуян. «Янра, кĕрле, Акатуй!» концерт программине округри культура ĕçченĕсен, Патреккел, Елчĕкри «Туслăх» халăх хорĕсем, Тỹскелти «Шуçăм», «Тускил» ушкăнĕсен пĕрлештернĕ хорĕ «Алран кайми аки-сухи» юрăпа уçрĕ. Унтан сцена çине Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекен ташăçăсем тухрĕç. Евдокия Егорова шкул ачисемпе пĕрле «Прекрасное далеко» юрă шăрантарнă вăхăтра куракансем те юрларĕç. Чăваш эстрада юрăçи Алексей Московский «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?» юрăпа тыткăнларĕ. Чăваш патшалăх филармонин «Çавал» юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем вара курма килнисене чăннипех те тĕлĕнтерчĕç, чун-чĕререн канма май туса пачĕç.

Районти фольклор ушкăнĕсем те Шупашкарти артистсенчен кая мар. Патреккел халăх хорне, Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор ушкăнне, Лаш Таяпари «Сударушки», Тỹскелти «Тускил» вокалпа инструмент ансамблĕсене тата «Шуçăм» фольклор коллективне халăх кăмăллама ĕлкĕрнĕ. Вĕсем шăрантаракан юрăсенчен чылайăшне пăхмасăр пĕлет вăл. Кирек мĕнле уява та илем кỹрекен Елчĕкри искусство шкулĕн ташăçисем пирки те асăнса хăварар. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе чĕрĕлĕх кĕртеççĕ.

Аслă Пăла Тимешри культура çурчĕ çумĕнчи «Пăла» ансамбль «Тăван» юррипе чун-чĕрене савăк кăмăл парнелерĕ. Елчĕкри «Туслăх», Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх, Яманчỹрелĕнчи «Эткер», Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем», Кавалти «Селяночка», Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Самана», Курнавăшри «Палан» коллективсем савăк юрăсен ытамне путарчĕç.

Дуэтсен йышĕ хушăнсах пырать округра. Татьяна Сусметовăпа Кирилл Петров «Уявра савăнар», Кĕçĕн Таяпари Наталийăпа Вениамин Муллинсем «Пĕр шухăш», «Кирлĕ марччĕ», Максим Изратовпа Людмила Мазюкина «Юрат мана» юрăсемпе савăнтарчĕç. Юлашки вăхăтра вĕсене сцена çинче час-часах куратăн. Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче ĕçлекен Сергей Баранов хăйĕн пултарулăхĕпе кирек хăш концертра та тĕлĕнтерет. Вăл Алена Чапуркина ĕçтешĕпе темиçе юрă та шăрантарчĕ. Зинаида Красновăпа Ирина Суркова юрланă çепĕç юрă та чун апачĕ пулчĕ.

Пĕччен юрлакансенчен Сăрьелĕнчи Зевдет Салахутдинов кашни Акатуйрах илем пулса тăрать. «Сагынам авылымны» юрăпа чылайăшĕ ташша ячĕ. Юрий Кашкăра куракан яланах тăвăллăн алă çупса йышăнать. Хăйĕн илемлĕ юррисемпе чылайăшĕн чĕрине хумхантарать юрăç. Юлашки çулсенче тепĕр юрăç та курăнма пуçларĕ концертсенче — Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ Виктор Горелов. Вăл хăй çырса кĕвĕленĕ çепĕç те тарăн шухăшлă юрăпа тухрĕ халăх умне. Анастасия Савинова юррисем те Акатуя илем кĕртрĕç.

Шупашкартан килнĕ артистсене, илемлĕ сассисемпе савăк кăмăл парнелекенсене — Алексей Московские, Алексей Шадрикова, Антонина Лукинăна, Тамара Ишмуратовăна, Георгий Смирнова ăшшăн кĕтсе илчĕ куракан.

Юррисемпе тăван тăрăха мухтарĕç, чăвашлăха, тăванлăха, йăла-йĕркене тытса пыма сĕнчĕç артистсем, таса юратăва, туслăха упрама чĕнчĕç. Тавах вĕсене пурне те!

«Пултарулăхăн чикки çук»

«Акатуй» уявĕ Ырсамай кану паркĕнче иртни мĕн тери меллĕ пулнине палăртать кашни çулах уява хутшăнакан. Сарлака та анлă вырăнта ачасем валли батутсем вырнаçтарнă, вĕсене чун-чĕререн хавасланма май паракан ытти хатĕрсем. Парка пырса кĕнĕ сылтăм енче тĕп библиотека, территори пайĕсем хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç çак кун. Çулсеренех çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтереççĕ вĕсем. Аваллăхри хатĕрсене, хальхи маçтăрсен ĕçĕсене курма пулчĕ кунта. Ĕлĕкхи ал ĕçне паянхи çамрăксем те вĕренме ăнтăлни савăнтарать.

Уяв хăнисене тĕлĕнмелле те илĕртỹллĕ мероприятисем, тĕрлĕ куравсем илĕртрĕç. Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем йĕркеленĕ площадка тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Пысăк сас паллисемпе «Вулама вăхăт» тесе çырса хуни аякранах курăнчĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă сăн ỹкерчĕксен куравĕ те чылайăшне тыткăнларĕ.

Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк тата Тăрăм территори пайĕсем «Тĕрĕсен ĕмĕрхи илемĕ», «Аваллăх тĕнчинче», «Чĕнтĕр асамлăхĕ» ятсемпе алă ĕçĕсен куравĕсем тăратнă. Çирĕклĕ Шăхальти вулавăш ĕçченĕсем вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ алă ĕçĕсен «Телейлĕ ачалăх тĕнчи» куравĕ те питĕ пуян пулчĕ. Кунтах вĕт шăрçасемпе тĕрлес енĕпе мастер-класс йĕркелерĕç. Лаш Таяпасем вара «Иван Сметанин ỹнерçĕн ĕçĕсем» куравпа тĕлĕнтерчĕç, хăйсен ентешĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсенчи вулавăшсен хуçисем ачасен ĕçĕсене пуçтарса «Талантсен керменĕ», «Тĕнче ачалăхран пуçланать» ятпа курав тăратнă. Курнавăшсен палатки патĕнче халăх уйрăмах тытăнса тăчĕ. Кунта Çуткỹл ялĕнче пурăнакан Валерий Волков шпагатран хăйне евĕрлĕ мелпе картинăсем ăсталас енĕпе мастер-класс йĕркелерĕ.

Раççейри Педагогпа наставник çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă шкулсен куравĕсенчен те тĕлĕнмесĕр иртеймерĕç. Вĕсенче шкулсен историйĕ те, пултаруллă педагогсемпе вĕренекенсем те сăнланнă.

«Пултарулăхăн чикки çук», — теççĕ халăхра. Алă ĕçĕн ăстисем пултарулăхне тата тавра курăмне çулран-çул ỹстерсех пынине çирĕплетрĕç куравсем.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code