Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Аллисем епле ăста…

Аллисем епле ăста…

Елчĕк халăхĕ хăнасене яланах тараватлăн кĕтсе илсе ăсатса ярать. Уяв кĕрекине ларакансене вăл сĕтел тулли тулăх апат-çимĕçпе сăйлать. Çакна уяв хыççăн Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» юрăпа ташă ансамблĕнчен Аслă Таяпа территори пайĕн начальникĕ Анатолий Скворцов ячĕпе килнĕ тав çырăвĕ те питĕ лайăх çирĕплетет. Пирĕн тăрăхри çынсем кил-çуртне тирпейлесе капăрлатас енĕпе те маçтăр. Ырсамай çырми çумĕнчи хăна çурчĕсем яланхиллех пуян та хăтлă. Территори пайĕсен администрацийĕсен специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем çулсеренех пĕр-пĕринпе килĕшỹре ĕçлеççĕ, интереслĕ шухăшсем сĕнеççĕ тата пурнăçа кĕртеççĕ. Пĕрне хурласа тепĕрне мухтаймăн.

Кашни çурт хăй патне йыхравларĕ, пурте çĕнĕлĕхпе савăнтарчĕç. Тăрăмсем ĕлĕкхи чăвашсен сăра тăвас ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Кунта усă куракан мĕн пур хатĕре тупнă вĕсем. Ертỹлĕх те кăсăкланса паллашрĕ вĕсемпе, ачалăхра амăшĕ, кукамăшĕ-асламăшĕ сăра тунă вăхăта кăмăллăн аса илчĕ. Мĕн пур йĕркене пăхăнса тунă сăра сиплĕ те, тутлă та.

Çирĕклĕ Шăхальсем тĕп курава паянхи кун Украина çĕрĕ çинче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене халалланă. Вĕсене пулăшу парас тĕллевпе маскировка сетки çыхатчĕç кунта. Аслă Пăла Тимешсем уяв саманчĕсене чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлева халалланă…

Кашниех ака пăтти пĕçерессине çирĕп йăлана кĕртнĕ, чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи апат-çимĕçне сĕтел тулли хатĕрленĕ: шăрттан, чăкăт, капăртма, пỹремеч, сăра…

Техника ăсталакансен куравĕ кăсăкланакансене пуçтарчĕ. Ылтăн алăллă маçтăрсем чылай пирĕн округра. Вĕсем интересленекенсене «тимĕр учĕсем» пирки хавхалансах каласа кăтартрĕç. Тĕрлĕ йышши трактор-мотоблоксем çине вырнаçса сăн ỹкерттерекенсем те чылаййăн пулчĕç.

Тăм шăхличĕ ăсталаса сутакансем кăçал пĕлтĕрхинчен сахалрах курăнчĕç. Шăхлич сасси вара уява илем кỹнипе пĕрлех ачалăха аса илтерчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code