Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт вăй-хал кỹрет, чун-кăмăла çĕклет

Спорт вăй-хал кỹрет, чун-кăмăла çĕклет

Юбилейлă Акатуй программинче 20 ытла ăмăрту, конкурс, вăйă иртрĕ. Вĕсенче шкулчченхи вĕренỹ учрежденисене çỹрекенсем валли те пăхса хăварнă. Шăпăрлансем «Çăпаталла», «Лашалла» вăйăсенче чун каниччен киленчĕç. Эпир çитĕннисем канат туртнине курма хăнăхнă-ха, пĕчĕккисем çĕнтерессишĕн çине тăнине тата пĕр-пĕр командăшăн пысăк хавхаланупа «чирленине» курса тăма питех те кăсăклă пулчĕ.

ВОЛЕЙБОЛ

Хĕрарăмсен командисен вăййисем, уяв программипе килĕшỹллĕн, округ центрĕн тĕп лапамри культурăпа кану паркĕнче иртмеллеччĕ. Юрĕ, пĕлтĕр çил кунĕпех вăйлă вĕрсе тăнăран ФОКра пулчĕ. Кăçал мĕншĕн уçă вырăнта мар? Ăшă та лăпкă çанталăкра «Улăпра» виçĕ коллектив — Аслă Елчĕк, Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа территори пайĕсен командисем вăй виçрĕç, çак йĕркепех протокол çине çырăнчĕç. Куракансем те, кулăшла та, 3-ĕн кăна пултăмăр. Акатуй мероприятине çапла «вăрттăн вырăнта» йĕркелени тĕрĕс-и?

Арçынсем, ав, кашни çулах Ырсамайри ешĕл курăк çинчи площадкăра тупăшаççĕ. Халăха та курса савăнмалăх. Кунта та виçĕ команда. Çирĕклĕ Шăхальсем — 1-мĕш, Çĕнĕ Пăвасем — 2-мĕш. Хальччен Акатуйри турнира хутшăнса курман Тип Тимешри спорт ветеранĕсен пуçарăвне те ырламалла. 50 çултан иртнĕ волейболистсен вăййи — вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх.

МИНИ-ФУТБОЛ

Çамрăксем питĕ юратаççĕ ку вăййа. Çулталăкра 5-7 турнир иртет округ шайĕнче. Пĕр-пĕр ăмăртăва 15 команда таранччен хутшăнни те пулнă. Пĕлтĕрхи Акатуйра 8 команда вылянăччĕ. Кăçалхине те пĕлтеретпĕр: 3(!) Регресс текенни мĕнпе çыхăннă — калама хĕн. Ăмăртăва хутшăннă «Прогресс» команда «Комбайна» 9:2 шутпа çĕнтерсе, «ДЮСШпа» 1:1 шутпа выляса мала тухрĕ. Тĕл пулусенче 50 çула çывхаракан спорт ветеранĕсем те маххă памарĕç. Унтан та ытларах: команда тăратма пултарнăшăнах тав сăмахне тивĕç вĕсем.

ÇĂМĂЛ АТЛЕТИКА

Шкул ачисен хутăш эстафетине çулленех çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа сăнатăн. Тĕп шкулсен йышĕнче пĕтĕмпе çичĕ команда (вăтам шкулсем 4 команда тăратнă) вăй виçрĕ. Финиша Елчĕксем, Патреккелсем, Çĕнĕ Пăвасем ыттисенчен маларах çитрĕç. Вăтам шкулсем хушшинче дистанцире ытларах — 4 хĕр ача тата 4 арçын ача пулчĕ. Вĕсенчен кашниех 200-шер метра парăнтарса командăна çĕнтерỹ патне туртма тăрăшрĕ. Чупăва хăш команда малтан вĕçлесси юлашки тапхăрта кăна уçăмланчĕ. Ăна 100, 200 метра чупассипе округ чемпионĕ, Аслă Елчĕкри Г.Илеменев татса пачĕ: Курнавăшсен атлетне хуса çитсе пĕр метра кая хăварса. Елчĕк шкул команди — 3-мĕш.

Округри территори пайĕсен администрацийĕсем миçе çул ĕнтĕ виçĕ командăран ытлашши тăратаймаççĕ. Тăратма тăрăшмаççĕ тесен тĕрĕсрех пулĕ. Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Курнавăш шкулĕсен физкультура учителĕсем тимлемен пулсан кăçал асăннă ушкăнра эстафета пачах пулмастчĕ вăл. Пĕтĕмпе те икĕ çамрăк çеç хутшăнчĕ. Унччентерех территори пайĕсен командисен эстафетине студентсене те явăçтарма ирĕк паман. Халĕ, ав, «нуша» шкул ачисем патне çитнĕ. Нивушлĕ ялсенче тăватă çын тупма çук?

ВЕЛОСПОРТ

Тỹрех калар: асăннă дисциплина спорт тĕсĕ пек пирĕн округра аталанман. Çав вăхăтрах ярăнма юратакансем кашни ялтах вуншарăн. Апла пулин те 800 метрлă çаврăма тăваттăн çеç кăмăл турĕç парăнтарма. Кĕçĕн Таяпари М.Скворцов ăна чи малтан вĕçлерĕ.

КИРЕ ПУКАНĔН

спорчĕ — округра чи вăйлă аталаннă спорт тĕсĕсенчен пĕри. Кунта атлетсен ỹсĕмне, абсолютлă виçе категорийĕсене шута илсен, сакăр ушкăнра иртрĕ ăмăрту. Çавна май пукансен виçисем те 12, 16, 24 килогрампа танлашрĕç. Çĕнтерỹçĕсем çаксем: С.Соловьева (Кавал), Матвейпа Дарья Петровсем (Тỹскел), К.Скворцова, П.Филимонов, А.Кузнецов (Патреккел), А.Ефимов (Курнавăш), В.Егоров (Тăрăм).

АРМРЕСТЛИНГ

75 килограма çитичченхи виçере Д.Пыркин (Аслă Шăхаль), 75 кг йывăртарах атлетсен йышĕнче П.Яшин (Кỹлпуç) çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш ушкăнра призерсен йышне С.Солинпа (Тĕмер), К.Яковлев (Тăрăм) кĕчĕç. 52 çулхи Сергей Петрович чылай çул алă вăйĕ виçекенсен округри федерацине ертсе пырать, спорт мастерĕн кандидачĕ.

— Акатуйăн 19 хут чемпионĕ эпĕ, 20-ĕшне ниепле те илейместĕп-ха, — куларах, анчах шанăçне çухатмасăр пĕлтерет вăл.

Сăмах май, унăн ывăлĕ Никита та 2-мĕш призер, малтанхи ушкăнра.

Хĕрсем абсолютлă виçере тупăшрĕç те, анчах кунашкалли нихăçан та пулман пулĕ. Пьедесталăн пĕтĕм картлашкине пĕр çемьерен тухнисем тивĕçрĕç. Кĕçĕн Таяпари Николай Федоровичпа Любовь Васильевна Ярославлевсен хĕрĕсем: РФ спорт мастерĕ Елена Портнова, Анна Симакова, Ольга Ярославлева.

Унтах армрестлинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă Д.Пыркина тата Р.Ивановпа (Аслă Шăхаль) Н.Солина 1-мĕш разрядçăсен докуменчĕсене пачĕç.

ЙЫВĂР АТЛЕТИКА

Çамрăк штангистсем те кам вăйлине икĕ виçере палăртрĕç. Вĕсем — Тỹскелĕнчи Т.Александров (60 кг çитич.), Патреккелĕнчи А.Плотников (60 кг йывăр.). Арçынсенчен абсолютлă виçе категорийĕнче спорт мастерĕн кандидатне А.Перцева (Питтĕпел) çитекенни пулмарĕ.

Чăваш Ен рекорчĕ те çырăнчĕ ку ăмăртура. Елчĕкри А.Айметов кăкăр çинчен тỹрех 65 кг тĕртме пултарчĕ. Хăй вара 45 кг çеç таять. Маттур, Антон! Унăн аппăшĕ — Ангелина — хĕрсем хушшинче чи вăйли. Пултаруллă спортсменкăн тренер-преподавателĕ А.Портнов ăна укçан преми парса хавхалантарчĕ.

ИРĔКЛĔ МАЙПА

кĕрешекенсем — тĕрлĕ виçере çĕнтернисем:

22 кг — А.Адюков (Аслă Елчĕк), 25 кг — М.Миллин (Елчĕк), 35 кг — Т.Антонов (Элекçей Тимеш), 40 кг — И.Федоров (Элпуç), 50 кг — Д.Крысов (Елчĕк), 65 кг — Д.Иванов (Елчĕк), 80 кг çитич. — Д.Ефимов (Тăрăм), 80 кг йывăр. — Р.Самарин (Кушкă). Руслан хăйĕн çĕнтерĕвне тĕп парнене тивĕçессинче те çирĕплетрĕ.

«КĔРЕШỸ»

Чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе çамрăксем виçĕ ушкăнра тупăшрĕç. Кунта Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнчен килнĕ атлетсем уйрăмах пултаруллă пулнине палăртмалла. Р.Иванов, Е.Абрамов (вĕсен 1-мĕш тренерĕ — С.Александров), К.Батраков хăйсен виçисенче чи вăйлă пулнине кăтартса пачĕç. Евгенипе Константин хушшинче иртнĕ тĕп финалта пĕрремĕшĕ така хуçи пулса тăчĕ.

ТУТАР-ПУШКĂРТ МЕСЛЕЧĔПЕ

кĕрешессинче те, умĕн палăртнă ăмăртусенче те, тĕпрен илсен, пĕр атлетсемех тухрĕç кавир çине. Тăрăмри Д.Ефимовпа Кушкăри Р.Самарин каллех хăйсемпе танлашакансем çуккине çирĕплетрĕç. Уйрăм улшăну çакă: ирĕклĕ майпа кĕрешессинчи çухатушăн Данил хальхинче Руслана «тавăрчĕ» — така ăна тивĕçрĕ.

ЛАША СПОРЧĔ

Уяв пуçланиччен çумăр аванах чашлаттарчĕ те, «лашасен ăмăртăвĕ пулать-ши?» текен ыйтăва пĕр çын кăна мар хускатрĕ. Пăшăрхану тỹрре тухмарĕ, ипподрома умлăн-хыçлăн урхамахсене кĕртсех тăчĕç. Вунă рысак чупăвĕ (пĕлтĕр 14 пулнă) ăмăр çанталăка та витĕм кỹчĕ тейĕн: икĕ сехет иртнĕ май хĕвел те «куç хĕсме» пуçларĕ. Тихана — округ пуçлăхĕн тĕп парнине — Элпуçĕнчи А.Попов «Полимер» лашипе çĕнсе илчĕ. 1600 метрлă дистанцире кăтартнă вăхăт — 2 минут та 13,75 çеккунт.

Юланутçăсенчен Комсомольски округĕнчи «Урожай» ЯХПКри С.Пыркин «Пафоспа» палăрчĕ: 2 мин. та 08,91 çек. Шел, иккĕн çеç хутшăнчĕç ăмăртăва. Сăлтавне округра утсен йышĕ пĕтсе пынинче шырамалла-тăр.

ВĂЙĂСЕМ, КОНКУРССЕМ

Масс-рестлингра (хирĕç ларса пĕр-пĕрне туртса илесси) 18-ăн тупăшрĕç. Çĕнтерỹçĕ — Вăрăмхăвари А.Максимов. Акатуйра — 4-мĕш хут. Çăмăл автомашинăна кĕске вăхăтра пуринчен маларах палăртнă вырăна туртса çитерессипе С.Чермаковпа (Исемпел) никам та танлашаймарĕ. Вăлах 150 кг трактор урапине çавăрса кустарас енĕпе 2-мĕш призер. Пĕлтĕрхи пекех Кĕçĕн Таяпари А.Роткеев палăрчĕ кунта (1 минутра 15 хутчен çавăрчĕ). Тарăн калуша чи аякка ывăтассипе Н.Вениковăпа (Таяпа Энтри) А.Саландаев (Шăмăршă округĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă), шыв тултарнă витресене кĕвентепе вăхăта шута илсе йăтассипе Н.Архипова, турник çинче туртăнассипе (26 хутчен) Р.Никонов (Елчĕк) çĕнтерчĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code