Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕнче

Пĕрлехи информаци кунĕнче

пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин, Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев халăха пушартан асăрхаттарас енĕпе ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

Пушар хурал ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта 14 пушар пулнине /иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 15/ регистрациленĕ. Вут-çулăмра çын вилнĕ тĕслĕх пулман /иртнĕ çул – 1 çын/. Çапах та «хĕрлĕ автан» 755,5 пин тенкĕлĕх /86 пин/ сиен кÿнĕ.

– Çаксем тарăн шухăшлаттармалли цифрăсем. Çавăнпа та халăха тимлĕ пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтас килет, – пăшăрханăвне палăртнă А.Сайкин, В.Григорьев тĕл пулусен вăхăтĕнче.

Пушарнăйсем Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче те пулнă, унти ĕçченсемпе тата ачасемпе курнăçса пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code