Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Олимпиец ячĕпе

Елчĕкри çĕнĕ стадион-площадкăра чăвашсен пĕрремĕш олимпиецне Ардалион Игнатьева асăнса йĕркеленĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвне районти пĕтĕм шкул тата ял тăрăхĕсен 6 команди хутшăннă.

Спортсменсем хăйсене çăмăл атлетикăн вунă тĕсĕнче тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа Елчĕк, Аслă Таяпа шкулĕсен тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн командисем çĕнтернĕ. Уйрăм атлетсенчен Кĕçĕн Таяпари Анна Симакова тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Алексей Захаровпа Данил Трофимов тĕлĕнтернĕ: вĕсем 4-3 дистанцире пĕрремĕш пулнă.

Илья — чемпион

Елчĕкре çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Илья Ишмуратов ватăлма шутламасть-ха. Çакна вăл Екатеринбургра иртнĕ ветерансен çĕршыври чемпионатĕнче çирĕплетнĕ.

50 регионтан 217 йывăр атлет хутшăннă унта. Илья Николаевич 51-54 çулсенчи спортсменсен йышĕнче вăй виçнĕ, икĕ енлĕ кĕрешỹре 230 кг йăтма пултарнă. Çапла майпа Раççей спорт мастерĕ чемпион ята тивĕçнĕ.

Ăста шахматиста асăнса

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта 1-7 класра вĕренекенсем хушшинче шахмат турнирĕ иртрĕ.

Ăна çак шкулта нумай çул математика предметне вĕрентнĕ Федор Игнатьева халалланă. Хăй вăхăтĕнче Федор Ефимович ăста шахматист пулнă. Шăпах шашка, шахмат вăй-йисем ачасен шухăшлавне, тавçăрулăхне аталантарма май панине шута илсе вăл шкулта çак енĕпе кружоксем ертсе пынă. «Кун йышши вăййа ятарлă курс кĕнекесемпе анчах вĕренни çителĕксĕр, вăйăпа çирĕплетнĕ теори те кирлĕ кунта», — тесе каланине час-часах аса илет унăн юлташĕ Алексей Агеев.

Федор Ефимовичăн çывăх юлташĕ Алексей Владимирович та Аслă Елчĕкрех çуралса ỹснĕ. Вăл та районти чи паллă шахматистсенчен пĕри. Тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр ачасем хушшинче шахмат вăййине аталантарма тăрăшать вăл. Шкулти шахмат кружокĕнчи уçă уроксене час-часах хутшăнать, хăйĕн пултарулăх меслечĕпе ыттисене те паллаштарать.

Халĕ шкулсенче «Шкулти шахмат» проект вăя кĕрсе пырать. Çавна май спортăн «ăслă» тĕсĕпе туслашас текенсен йышĕ те ỹссе пыни савăнтарать.

Ăмăрту пуçламăшĕнче вĕренекенсене Ф.Игнатьевăн сăн ỹкерчĕкĕсенчен ятарласа хатĕрленĕ «Манăн пурнăç таппи» презентаципе паллаштартăм. Шкул директорĕ Николай Волков, турнирăн тĕп судйи Алексей Агеев çамрăк шахматистсене тупăшура ăнăçу сунчĕç.

Турнир тăршшĕпех ачасем хушшинче хĕрỹ ăмăрту пычĕ. Кунта хăвăртлăх кирлĕ маррине пурте аван чухлаççĕ. Васкамасăр тарăннăн шухăшланă утăм анчах çĕнтерỹ патне ăнтăлма пулăшнине чухласа, утăм хыççăн утăм тăваççĕ.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ çапларах пулчĕ: кĕçĕн класри хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Арина Кантеева çĕнсе илчĕ. 2-3-мĕш вырăнсенче — Ева Сундуловăпа Ангелина Сусметова. Вăтам ушкăнри хĕрсем хушшинче Аня Казначеевăпа Валерия Филимоновăна çитекенни пулмарĕ.

Кĕçĕн класри арçын ачасенчен малти вырăна Дмитрий Бурмистров çĕнсе илчĕ. 2-3-мĕш вырăнсене Арсений Адюковпа Иван Сундулов пайларĕç. Вăтам ушкăнрисенчен Алексей Патшин тавçăруллăрах пулчĕ. 2-3-мĕш вырăнсене Тимур Амасевпа Максим Прокопьев тухрĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене шкул администрацийĕ дипломсемпе парнесем парса чысларĕ.

Любовь АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code