Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хытă каяшпа çыхăннă ыйтусем тавра

Хытă каяшпа çыхăннă ыйтусем тавра

Пурте пĕлетпĕр, кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пирĕн республика коммуналлă хытă каяша пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Уçă конкурса хутшăннă «МВК «Экоцентр» ООО ку тĕлĕшпе регионри оператор пулма тивĕç çĕнсе илнĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсемпе уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакан, юридика сăпатĕнчи çынсемпе регионри оператор хушшинчи çыхăну – ирĕк памасăр уçнă свалкăсене «тĕп» тăвас ĕç епле йĕркеленсе пырассин ыйтăвĕ, пытармалли çук, хальлĕхе çивĕч тăрать. Яланах çапла – çĕнĕлĕхсене хăнăхма çăмăл мар. Çынсене хаксен йĕркеленĕвĕпе çыхăннă улшăнусем те кăсăклантараççĕ. Каяшсен пĕр кубла метрĕ 442,22 тенке ларĕ, пĕр тонни – 418,64 тенкĕ, уйăхра пĕр çын пуçне 74,44 тенкĕ тÿлемелле. Унччен хытă каяша турттарса тухнăшăн хваттер лаптăкне кура тÿленĕ, халĕ – хваттерте е çуртра пурăнакан çынсен шутне кура. Тĕп улшăну – çакă. Асăннă тÿлев хваттер тÿлевĕн квитанцийĕнче пухăнать, вăл коммуналлă тÿлев шутланĕ, çак укçа-тенкĕ регион операторĕн шучĕ çине куçать.

Хамăр пурăнакан тавралăх илемĕшĕн – çÿп-çапран хăтăлассипе пĕрлехи вăйпа тăрăшмалли пирки пурте пĕлетпĕр. Апла пулин те кулленхи пурнăçра çак ăнлав ниепле те çирĕп йĕркене кĕрсе çитеймест. Йăлара усă курнă кирлĕ мар купи-купипе ăпăр-тапăра вăрттăн вырăнсенче – çырмасемпе варсене, вăрман тăрăхĕсене кайса тăкма ÿркенмен çынсем те сахаллăн мар. Çак вăхăтра тăван тавралăха, хамăрăн сывлăха мĕн тери пысăк сиен кÿнине аса та илместпĕр.

Çак лару-тăруран – куç умĕнчи çÿп-çап куписенчен хăтăлас тĕллевпе Чăваш Республикин Строительство министерствинче «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Республикăра пурăнакан çынсем пĕлтернисене ĕç вăхăтĕнче 64-22-17 номерлĕ телефонпа йышăнаççĕ. Сăмах май, РФ Правительствин 2016 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнчи /1156-мĕш номер/ «Коммуналлă хытă каяшсемпе усă курассинче Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн регионри оператор ятарласа уйăрман çĕр лаптăкĕнче хытă каяшсен купи 1 кубла метр ытла пухăнни çинчен пĕлсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, экологи асăрхавне патшалăх енчен асăрхаса тăракан специалистсемпе тата çĕр лаптăкĕсен хуçисемпе çыхăнса ыйтăва – тупса палăртнă йĕркесĕрлĕхе 5 кунхи ĕç вăхăтĕнче татса пама тивĕçлĕ. Çапла майпа малашне ытти çирĕп йĕркесене те пурнăçлама-пăхăнма тиветех.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code