Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ячĕ манăçмĕ унăн нихăçан

Ячĕ манăçмĕ унăн нихăçан

«ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Чăваш Республикинчи крахмалпа патока пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, «Чăвашьенкрахмал» предприятийĕн генеральнăй директорĕ пулнă, 1927 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче çуралнă Сергей Александрович Кудряшов çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Вăл 2000 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.

Сергей Кудряшов Елчĕк районĕнчи промышленность производствине аталантарас енĕпе нумай çул тăрăшса ĕçленĕ паллă ертỹçĕсен йышĕнче тăнă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине килсе тапăннă вăхăтра вăл 14 çул та тултарайман çамрăк пулнă. Ялти пĕтĕм йывăр ĕç — ака-суха ĕçĕсене тăвасси, вăрман кăларасси, лавпа çỹресси…вĕсем çине — ар çулне çывхарса пыракан çамрăксем çине тиеннĕ.

Хаяр вăрçăн юлашки çулĕсенче С.Кудряшов салтак шинелĕ тăхăнать, çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн фронта лекет, çапăçусене хутшăнать. Çĕнтерỹ кунне тĕрĕс-тĕкел сывлăхпа кĕтсе илнĕ. Анчах вĕсен чаçне 1945 çулта Хĕвеланăç Украинăна куçараççĕ. Çапла салтак пурнăçĕ тата 6 çула тăсăлать. 1951 çулта салтак çăкăрне çителĕклех астивнĕ кĕçĕн командира демобилизацилеççĕ. Тăван яла — Патреккеле таврăнсан хресчен ĕçĕшĕн тунсăхланă вăйпитти çамрăк мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. Свердлов ячĕпе хисепленекен колхозра уй-хир бригадин бригадирĕ, каярахпа тата яваплăрах ĕçе — колхоз председателĕн çумĕ пулма шанаççĕ. Çак тапхăрта Сергей Александрович хăйне çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан, малашлăха курса ĕçлекен ертỹçĕ пулнине кăтартса парать. 1959 çулта ăна Елчĕкри крахмал завочĕн директорĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Вăл ертсе пынă коллектив производство хăвачĕсене çулсерен ỹстерсе пынă, колхозсенчен, халăхран çĕр улми йышăнса крахмал туса кăларассипе республикăра чи мала тухать. Çавăнпах ăна Чăваш Республикинчи крахмалпа патока пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ пулма шанаççĕ. Елчĕкри крахмал завочĕ тĕп предприяти пулса тăнă. С.Кудряшов Елчĕкри пĕрлешĕве кĕрекен предприятисене 19 çул ăнăçлă ертсе пынă. Çак тапхăрта Елчĕкри завод çĕнелсе пысăкланать, çĕнĕ оборудованисемпе пуянланать. Вăл анчах мар, ытти заводсем те хăйсен производство хăвачĕсене ỹстерсе пыраççĕ. Çав çулсенче районти предприятисенче туса кăларакан продукци калăпăшĕн пысăк пайĕ крахмал завочĕн тỹпи шутланнă.

Сергей Александрович малашлăха лайăх курнă, районта, республикăра ытти производствăна аталантарасси, завода çĕклесе çынсене тата ытларах ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси, района усă кỹресси пирки шутланă. Анчах план экономикин тапхăрĕнче ытлашши пуçарулăха ырламан. Крахмалпа патока пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл Красноармейски районĕнчи Михайловка ялĕ çывăхĕнче республика нушине тивĕçтерекен пĕчĕк сахăр завочĕ тăвас ыйтупа республика ертỹлĕхĕ патне ыйтупа тухнă. Анчах вĕсем ăна кĕскен анчах çапла хуравланă: «Пире Кубăран кỹрсе килекен сахăр песукĕ те çитет». Сергей Александрович ун чухнех мĕн тери тĕрĕс шухăшлама пултарнă! Çакна паянхи вăхăт та уççăнах кăтартса парать.

1992 çулта С.Кудряшов хальхи «Чăвашьенкрахмал» ОООн пĕрремĕш предприятийĕ шутланакан крахмал заводне йĕркелесе ярать. Малтан вăл «Сельхозхимин» районти пĕрлешĕвĕнчи вăхăтлăха илнĕ çуртĕнче вырнаçнă. Темиçе çул иртнĕ хыççăн хальхи крахмал заводăн корпусне хута янă. Малтанхи вăхăтра ĕçе йĕркелесе пыма та çăмăл пулман. Çĕнĕ ĕç пуçарнă Кудряшовсен (Александр ывăлĕпе пĕрле) куллен вун-вун ыйту татса пама, ырми-канми ĕçлеме тивнĕ. Укçа-тенкĕ, оборудовани çитменни, опытлă кадрсем пулманни пысăк чăрмав кỹнĕ. Апла пулин те 1992 çулта «Чăвашьенкрахмал» предприяти халăхран, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенчен çĕр улми йышăнма, ăна ĕçлесе хатĕрлеме тытăннă.

Сергей Кудряшов — Аттелĕхĕн Аслă вăрçин II степень, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, нумай медальсене тивĕçнĕ.

Вăрçă ветеранĕ тăрăшнипе Елчĕк çĕрĕ çинче йĕркеленнĕ «Чăвашьенкрахмал» предприяти вара вăл хăй хыççăн хăварнă пысăк парне пекех…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code