Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чун ыйтнипе чупатăп…»

«Чун ыйтнипе чупатăп…»

— Çăмăл атлетика — спортăн чи ансат та йỹнĕ тĕсĕ. Хаклă йышши спорт хатĕрĕсем кирлĕ мар кунта, чупма меллĕ лайăх пушмак, футболкăпа спорт труссийĕ, чи кирли — чупма сывлăх тата кăмăл пултăр, — тет ĕмĕрĕнче тĕрлĕ ăмăртăва, çав вăхăтрах икĕ теçеткене яхăн марафон чупăвне хутшăннă Алексей Жирнов.

Исемпел чăвашĕпе Алексей Николаевичпа эпир нумаях пулмасть районта иртнĕ «Нацисен кросĕ — 2022» чупу умĕн паллашрăмăр. Шурă çỹçлĕ те шур сухаллă атлет куç тĕлне тỹрех пулчĕ. Чăн-чăн уяв илемне туйса черетлĕ ăмăртура вăйне тĕрĕслеме килнине пĕлтерчĕ вăл ун чух. «Çак чупу пирки паян ирпе анчах, сурăхсене кĕтĕве хăваланă чух пĕлтĕм те хăвăртрах Елчĕке килме васкарăм. Манăн тĕллев çынна тĕлĕнтересси мар. Чун ыйтнипе чупатăп. Кашни ăмăртурах хамăн вăя тĕрĕслесшĕн. Çав вăхăтрах çамрăксем ман çине пăхса: «Çак 64 çулхи çын та вăл е ку дистанцие çăмăллăн парăнтарать пулсан, манăн мĕншĕн чупас мар?» — текен шухăшпа çунатланччăр, — терĕ кăмăллăн. Чăн та, ăмăртура хăй маçтăр пулнине кăтартса чылай çамрăка хыçа хăварса финиша виççĕмĕш çитрĕ вăл.

Çăмăл атлетикăна ачаран кăмăлланине пĕлтерет А.Жирнов. Физкультурăна юратаслăх ашшĕнчен куçнă пулĕ тесе шухăшлать. Ашшĕ — Н.Жирнов штанга йăтассипе тата кĕрешессипе интересленнине аса илет, тăван хуçалăхшăн кĕрешсе малти вырăна та йышăнма пултарнă вăл вăхăтĕнче. Пуçласа пысăк ăмăртăва ачана физкультура вĕрентекенĕ Михаил Феофанович Чермаков хутшăнтарнă. Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ (1956 çулта Мельбурнра иртнĕ XVI Олимп вăййисен бронза призерĕ, 400 метра чупнă), Европа чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ардалион Игнатьев ячĕпе иртнĕ черетлĕ ăмăртура пуçласа тĕрĕсленĕ вăл хăйĕн вăйне.

— Пĕчĕкрен чупатăп. Манăн космонавт пулас килетчĕ. Космоса çĕкленес тесен вара питĕ çирĕп сывлăхлă пулмаллине лайăх ăнланаттăмччĕ, — сăмахĕсене малалла тăсать çăмăл атлет.

Исемпелĕнчи Вера Дмитриевнăпа Николай Дементьевич Жирновсен килĕнче çуралса ỹснĕ Алексей. Сакăр ачаллă çемьерен чи асли пулнă вăл. Ялти шкулта тăватă çул вĕреннĕ хыççăн Аслă Пăла Тимеш шкулне кайнă. Математика тата физика предмечĕсене çăмăллăн парăнтарнине туйса амăшĕ ăна 7-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче уçăлнă физикăпа математика предмечĕсене тарăннăн вĕрентекен 2-мĕш номерлĕ интернат-шкула вĕренме янă. Кунтан вĕренсе тухсан амăшĕ ăна ял хуçалăх институтне вĕренме кайма сĕннĕ. Инженер тăвасшăн пулнă вăл ывăлĕнчен, унăн малашлăх шăпине колхоз председателĕнче курнă. Анчах та космоса парăнтарма ĕмĕтленнĕ ача чи малтанах вĕçев училищине кайма çирĕп тĕллев лартнă. Республикăри çар комисасариачĕ урлă вăл халĕччен ура та ярса пусман Краснодар тăрăхĕнчи Ейск хулинчи аслă çар авиаци училищине вĕренме каять. Кунта экзаменсене ăнăçлă тытать çамрăк. Анчах та медицина комиссийĕ витĕр тухнă чух кардиограмма кăтартăвĕсем япăх пулнине пĕлтернĕ тухтăрсем. «Мĕнле-ха капла? Республикăри медицина учрежденийĕсенче чĕре енĕпе йăлт аванччĕ вĕт-ха тесе тĕлĕнтĕм эпĕ, — аса илет вăл вăхăта Алексей Николаевич. — Медкомисси тухас умĕн эпĕ юлташпа хăнăхусăр вăрăм дистанци чупнипе çыхăнтартăм çакна.

Çакăн хыççăн каялла таврăнать каччă. Тĕп хулари аслă шкулсене вĕренме кĕрес — заявленисене йышăнас вăхăт иртнĕ. Вара вăл куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университетĕнчи электротехника факультечĕн каçхи уйрăмне вĕренме кĕрет, пĕр вăхăтрах электроаппарат заводĕнче слесарь-сборщик пулса тăрăшать. Ĕмĕтне пурнăçлас тесе тепĕр çул каллех аякка çул тытать. Хальхинче Волгоградри летчиксен çар авиацийĕн аслă училищине каять. Сывлăх тĕлĕшĕнчен пĕтĕмпех лайăх. Экзаменсене ăнăçлă тытать. Вĕренме кĕрсен «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Анчах та кунта вĕреннĕ тапхăрта самолетпа вĕçме пуçласан инструкторсем çамрăка вĕçев ĕçĕ унăн маррине ăнланса илме май параççĕ (Алексей вĕçевсем хыççăн самолета йывăрпа антарса лартнă). Кунта пĕр курс вĕренсен каччăна Волгоградри вĕренỹ полкне службăна яраççĕ, унта вăл çулталăк тăрать. Ун хыççăн Куйбышеври С.П.Королев академик ячĕллĕ авиаци институтне тỹрех 2-мĕш курса вĕренме илеççĕ Алексее. Вĕренсе тухсан инженер-механик специальноçне алла илнĕ çамрăка направленипе Чулхулари авиаци заводне ĕçлеме янă.

Заводра ĕçленĕ тапхăрта çăмăл атлетсен черетлĕ ăмăртăвĕнче вăл пулас мăшăрĕпе — паллă спортсменкăпа Нина Бороденковăпа паллашать. Мăшăр 2 ача — ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтерет. Юлия тухтăр профессине алла илнĕ. Шел пулин те, Дмитрий ывăлĕ çитĕнсен сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă…

Хальхи вăхăтра Алексей Жирнов çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнать. Тĕллевсĕр ирттермест вăл вăхăтне, хушма хуçалăхра 25 сурăх, 2 качака усрать.

Спорт мероприятийĕсене малашне те хутшăнас кăмăллă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code