Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Креативлă шкул уçнă

Креативлă шкул уçнă

Чăваш наци библиотекинче Креативлă индустрисен тепĕр шкулне уçнă. Пĕрремĕшĕ маларах Культура институчĕн никĕсĕ çинче ĕçлеме пуçланăччĕ.

Шкула уçма федераци укçипе усă курнă, республика та хăйĕн тỹпине хывнă — пĕтĕмпе 48 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Кунта 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне аталантарĕç. Занятисен тулли курсĕ 2 çула тăсăлĕ, вĕренỹ тỹлевсĕр. Дизайнсăр, моделированисĕр пуçне ачасене хăйсен ĕçĕн кăтартăвĕсемпе тĕрĕс паллаштарма та вĕрентесшĕн. Пурнăçланине презентацилес ăсталăх та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code