Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи кирли — хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси

Чи кирли — хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу округри финансистсене професси уявĕпе саламланинчен пуçланчĕ. Леонард Левый финанс сферин специалисчĕсене шут ĕçĕнчи пархатарлă тивĕçшĕн, шаннă ĕçе чун-чĕререн пурнăçланăшăн тав тунă май округ ырлăхĕшĕн малашне те ăнăçлă ĕçлеме сунчĕ.

Пĕрлехи сасăлав кунне ирттерес йĕркесем тата суйлава мĕнле хатĕрленни пирки муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Николаев пĕлтерчĕ. Участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем пурте ятарлă вĕренỹ витĕр тухнă. Занятисенче практикăри анлă ыйтусене тишкернипе пĕрлех суйлавçăсен списокĕсемпе тĕрĕс ĕçлес хăнăхусене çирĕплетнĕ, сасăлава участок тулашĕнче йĕркелессипе, хальхи технологисемпе анлăн усă курассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă.

Чи кирли — суйлав кунĕсенче пỹлĕмсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Кунта терроризмран тата пушартан, ытти инкекрен сыхланас ыйту чи малти вырăнта тăрать. Округ пуçлăхĕ пурне те суйлава пахалăхлă тата йĕркене пăхăнса ирттерме чĕнсе каларĕ.

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхи ĕçсем мĕнле пыни пирки каласа кăтартрĕ. Округра вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Тунтикун тĕлне 18876 гектар лаптăк çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, ку 80,8 процентпа танлашнă, 798979 центнерне çапса тĕшĕленĕ, 2148 гектар (47 процент) кĕрхи тырăсене акнă. Тунтикун тĕлне тыр-пул пухса кĕртессине Ленин ячĕллĕ, «Сатурн», «Рассвет», «АСК-Яльчики», «Авангард» хуçалăхсенче вĕçленĕ. Иккĕмĕш çăкăра пухса кĕртес ĕç те малалла пырать.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2025-2026 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Евдокимова каласа пачĕ. «Пушкин картти» проект мĕнле пурнăçланса пыни пирки округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тата культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Марина Демьянова пĕлтерчĕç. Округри 248 вĕренекен «Пушкин карттин» хуçи шутланать. Çулталăк тăршшĕпе вĕсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнса карттăпа пурĕ 416 пин тенкĕлĕх усă курнă. Округри культурăпа кану учрежденийĕсемпе библиотекăсем «Пушкин картти» шайĕнче 39 мероприяти ирттернĕ — вĕсенче 665 билет (148 пин тенкĕлĕх) сутнă.

Канашлу вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнас ыйтусене те хускатрĕç. Хальхи вăхăтра ăнса пулнă пахча çимĕçе пухса кĕртес ĕç хĕрỹ. Шăп çак вăхăтра халăх типĕ курăка е çĕр улми аврисене çунтарма пăхать. Пушар никама та, ниме те хĕрхенмест, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать. Çавăнпа та инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Халăхăн çакна пĕлмелле: çуртсен çывăхĕнче, вăрманта тата ун çумĕнчи территорисенче, ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе юнашарти лаптăксенче типĕ курăка, тырă хăмăлне е ытти ăпăр-тапăра çунтарма, кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме юрамасть. Хальхи вăхăтра республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим вăйра тăрать. Пушар вăхăтĕнче «01», «112», «101» номерсемпе шăнкăравламаллине асрах тытар.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code