Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ячĕсем район историйĕнче çырăннă

Ячĕсем район историйĕнче çырăннă

Эпир хаçатăн чылай номерĕнче республикăри «Урожай» спорт обществи ирттернĕ ăмăртусенче пĕрремĕш разряд тата спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарнă ентешсем çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Архива çĕнĕрен тишкернĕ май чылай материал куç тĕлне пулчĕ…

2001 çул. Районти çуллахи полиатлон чемпионатне ирттерме пуçларăмăр. Çамрăксен интерес пысăкчĕ, Виталий Сардаев пайтаçă велосипед таранччен парне хатĕрлетчĕ те. 1-мĕш разрядлă атлетсем — Зинаида Алексеева (Кармал), Надежда Чуманова (Таяпа Энтри), Анюта Трофимова (Хăвăлçырма), Оксана Мижеровăпа Николай Евдокимов (Лаш Таяпа), Ольга Башкова (Аслă Таяпа), Людмила Маркова (Тĕмер), Марина Авксентьевăпа Анатолий Соловьев (Кивĕ Эйпеç), Татьяна Федоровăпа Ольга Краснова (Çирĕклĕ Шăхаль), Ирина Владимировăпа Сергей Сергеев (Кĕçĕн Таяпа), Екатерина Воронцовăпа Евгений Ильдяков (Патреккел), Татьяна Иванова (Энтепе), Ирина Чернова (Аслă Елчĕк), Татьяна Исаева, Алина Платонова, Венямин Васильев (Курнавăш) хаклă призсене тивĕçнех ĕнтĕ. Спортăн ытти енĕпе те разрядçăсем сахал мар тухнă: йывăр атлетикăра — Евгений Убасев (Елчĕк), Александр Алексеев, Алексей Михайлов; ирĕклĕ майпа кĕрешессинче — пĕр хушаматлă Николай, Виталий, Сергей Черновсем (Аслă Елчĕк), Дмитрий Савинов (Елчĕк); кире пуканĕ йăтассинче — Сергей Сурков (Энтепе), Алексей Сусметов (Кивĕ Эйпеç), Александр Жуков (Курнавăш), Николай Морозов (Кĕçĕн Таяпа); йĕлтĕр спортĕнче — Александр Головин (Кĕçĕн Таяпа), Венямин Убасев (Аслă Елчĕк); хĕллехи полиатлонра — Денис Михайлов (Кĕçĕн Таяпа), Александр Ореховпа Венямин Убасев (Аслă Елчĕк).

Ку çулта КМС пулса тăнă çамрăксене те палăртас килет: Виталий Черновпа (Аслă Елчĕк) Сергей Чернов (Елчĕк) ирĕклĕ кĕрешỹре, Александр Васильев (Елчĕк) пауэрлифтингра, Николай Воронин (Лаш Таяпа) кире пуканĕ спортĕнче.

2002 çула йĕлтĕрçĕсем ăнăçлă пуçларĕç. Курнавăш шкулĕнчи Олег Семенов, Мальвина Лапина, Алина Платонова, Алина Краснова, Кĕçĕн Таяпари пĕртăван Екатеринăпа Оксана Ефимовасем 1-мĕш разрядлă спортсменсен йышне кĕчĕç. Асăннă шкулсенче Анатолий Константиновпа Иван Смирнов тата ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов ку тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Анатолий Сергеевич паян та тăван шкулĕнче физкультурăпа спорта аталантарассинче пысăк ĕç туса ирттерет.

Ку çул Кĕçĕн Таяпари Денис Михайлов кире пуканĕ йăтассипе палăрнă. Курнавăшри Анатолий Чернов та. Пауэрлифтинг енĕпе ăмăртусем тăтăшах иртмен пулсан та, çитĕнỹсемпе савăнтаракансем пурччĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче Патреккелĕнчи Владимир Плотников виçĕ енлĕ кĕрешỹре 410 кг, Владимир Иванов 340 кг, Аслă Елчĕкри Дмитрий Мольков 400 кг йăтнăччĕ. Армспортра Геннадий Ивановпа (Патреккел) Наталья Хардова (Кивĕ Эйпеç) ỹсĕмлĕ пулчĕç. Йĕлтĕрпе чупассипе Татьянăпа Николай Исаевсем, Михаил Кротов (Курнавăш), Александр Малов (Аслă Елчĕк), Денис Михайлов, Татьяна Шепилова, Денис Головин (Кĕçĕн Таяпа) 1-мĕш разряда парăнтарнă. Д.Михайлов пĕтĕмпе спортăн 3 енĕпе çак шая çĕкленнĕ, кире пуканĕ йăтассипе вара 2003 çулта КМСа çитнĕ.

2002 çулта 4 атлет кăтартусене кура КМСа куçма пултарнă: Елчĕкри Петр Иванов, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Аркадий Муравьев, Элпуçри Иван Федоров ирĕклĕ кĕрешỹре, Елчĕкри Евгений Убасев йывăр атлетикăра.

2003 çул. Пĕрремĕш разряда 42-н тултарнă! Пĕрне çырсан, тепĕрне çырмасан кỹренĕç те терĕмĕр. Уйрăмах кире пуканĕ йăтакансем йышлăн. Вĕсем: Ольга Колсанова (КМС), Оксана Сивкова, Олеся Старостина (каярахпа йывăр атлетикăра — спорт мастерĕ), Ольга Никифорова (Тăрăм), Олеся Уткина (Тĕмер), Регина Векова (КМС), Алина Краснова, Надежда Цыганова, Наталья Михайлова, Татьяна Козлова, Наталья Николаева (КМС), Татьяна Сергеева, Людмила Кузнецова, Наталья Дмитриева, Сергей Николаев, Александр Гаврилов (Курнавăш), Наталья Брюханова, Наталья Владимирова, Кристинăпа Олеся Маликовасем (Хăвăлçырма), Татьяна Шепилова, Вера Калинина (КМС), Инесса Деомидова, Алина Головина, Дарья Николаева, Татьяна Иванова, Александр Серебряков (Кĕçĕн Таяпа), Татьяна Зайцева, Марина Иванова, Татьяна Макова, Татьяна Зайламова, Елена Петрова, Ирина Михайлова (Елчĕк), Светлана Соловьева, Ольга Васильева, Лариса Носова (Кивĕ Эйпеç).

Алă вăйĕ виçессипе Исемпелти Сергей Чермаковпа Аслă Таяпари Вера Колпакова, йывăр атлетикăра Энтепери Александр Ивановпа Аслă Пăла Тимешри Сергей Михайловский, пауэрлифтингра Патреккелĕнчи Александр Филимоновпа Аслă Пăла Тимешри Исаак Портнов (йывăр атлетикăра — спорт мастерĕ) хăйсем вăйлине кăтартнă.

2004 çул та 1-мĕш разрядçăсем тĕлĕшпе тухăçлă пулчĕ. Пысăк тỹпе хываканĕсем — каллех кирепуканçăсем: Ольга Сорокина, Екатерина Смирнова, Алиса Михайлова (КМС), Марина Полиевтова, Ирина Маркова, Светлана Салмина (Курнавăш), Наталья Печкова, Олеся Ефимова, Алина Михайлова, Ирина Корнилова, Нина Большакова, Лариса Сергеева, Евгений Убасев (Елчĕк), Ольга Баймушкина, Анна Фадеева, Ольга Анисимова, Екатерина Никитина (Тăрăм), Наталья Карсакова, Наталья Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль), Екатерина Анисимова, Эльза Купташкина (Хăвăлçырма, КМС), Алевтина Зайцева (Кушкă), Юлия Головина, Елена Ярославлева (армспортра — спорт мастерĕ), Инесса Маркова, Алина Сергеева, Ирина Викторова, Сергей Марков (Кĕçĕн Таяпа), Ольга Васильева (Кивĕ Эйпеç), Светлана Евграфова (Элпуç), Ольга Бобина, Аэлита Питакова (Аслă Елчĕк), Валентина Воронцова (Энтепе).

Çуллахи полиатлонра та сахал мар спортсмен çитĕнỹсемпе савăнтарнă. Ольга Баймушкина (Тăрăм), Надежда Краснова, Ирина Максимова, Ольга Карчикова (Çирĕклĕ Шăхаль), Наталья Владимирова, Валентина Михеева (Хăвăлçырма), Николай Исаев (Курнавăш). Каярахпа Н.Исаев çуллахи полиатлонра та, хĕллехи биатлонра та КМС нормативĕсене тултарнă. Йывăр атлетсенчен Аслă Пăла Тимешри Наталья Кувшиновăна (спорт мастерĕ) тата Елчĕкри Дмитрий Убасева палăртмалла. Димăн тетĕшĕ Женя — пауэрлифтингра разрядçă.

Алă вăйĕ виçекенсенчен Александр Валерьянов, Михаил Смирнов, Наталья Петрова (Тĕмер), Сергей Марков (Кĕçĕн Таяпа) ячĕсене палăртмалла.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Николай АДЮКОВ,
ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code