Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç çулĕ такăр мар, Утса тухма çăмăл мар

Пурнăç çулĕ такăр мар, Утса тухма çăмăл мар

Сăмахăм Тÿскел ялĕнчи Александрпа Евдокия Максимовсен çемйинче 1933 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă, халĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Елизавета Викторова çинчен пулĕ.

Максимовсен çемйинче виçĕ пĕр тăван çитĕннĕ. Лиза аппа ашшĕне пачах та астумасть. Амăшĕ вĕсене пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Унăн ачалăхĕ çăмăл килмен: тумтир те, апат-çимĕç те ытлă-çитлĕ пулман. Çавăнпах хĕр ача шкула та çÿреймен. «Хутла пĕлмест», – тенĕ ун пек çынсене вăл вăхăтра.

Лиза хăйне астăвассах аслă çынсемпе пĕрле ĕç çумне çыпăçнă. Кăштах укçа ĕçлесе илес ĕмĕтпе бригадăпа Омск облаçне вăрман касма тухса кайнă. Унта вăл хăй пек ĕмĕт-шухăшлă Аслă Пăла Тимеш каччипе паллашнă. Хĕрпе яш хушшинче юрату хĕмленме тытăннă. Ĕçчен те чипер хĕре Николай вĕçертме шутламан, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Вăрман касса таврăнсан 1956 çулхи çу уйăхĕнче каччă хĕре ашшĕ-амăшĕн çуртне илсе кĕнĕ.

Тĕп килте çулталăк пурăнсан çамрăк мăшăр хăйсен йăвине çавăрма укçа тăвас шухăшпа Барнаула тухса кайнă. Çĕнĕ çĕрте аслă ывăлĕ Станислав çуралать. «Победа» колхоз ертÿçисем чĕннипе çамрăксем виçĕ эрнери ачипе каялла таврăнаççĕ, колхоз производствинче çанă тавăрса ĕçлеме пуçăнаççĕ. Вĕсен телейне ялта çурт сутакан тупăнать. Çамрăксем хăйсен пурнăçне йĕркелесе ярас шутпа унта пурăнма куçаççĕ.

Кану кунĕ мĕн иккенне пĕлмен вăл вăхăтри колхозниксем. Çулсем иртнĕ майăн çемйи хутшăнса пынă. Çут тĕнчене Юрий, Анатолий, Тамара, Светлана, Андрей килнĕ. Йыш хушăнни Викторовсене çурта пысăклатма хистенĕ. Ĕçчен мăшăр çĕнĕ çурт хăпартса лартать. Хуйхă-суйхă та вĕсен тĕлне часах шыраса тупать. Сасартăк чирлесе ÿксе тăватă çулхи Светлана вилсе каять. Лиза аппа куççульпе çăвăнса пурăнать, ытти ачисене пĕтĕм тимлĕхне парать.

Инкек пĕччен çÿремест теççĕ. 1990 çулта, 59 çулхи кил хуçин, Николай Семеновичăн, ĕç вырăнĕнчех чĕри тапма чарăнать. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмăн ансăр хулпуççийĕсем çине тиенет. Ачасене тумлантарасси, тăрантарасси, професси илме пулăшасси – амăшĕн тивĕçĕсене каласа та пĕтереймĕн – хĕрарăм çине тăрса юлаççĕ. Тăлăх арăм аслисене, Станиславпа Юрике, сакăр класс пĕтернĕ хыççăнах ĕç çумне çыпăçтарать. Анатолипе Тамара, Андрей аллисене специальность илме вăй çитереççĕ. Ачисем пурте мăшăрланса хăйсен çемйисене çавăраççĕ, ача-пăчаллă пулаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Андрей тракторист профессине алла илет. Пысăк тракторпа çÿреме тытăнать. Авланса амăшĕн çуртне мăшăрне илсе кĕрет. Лиза аппа çав тери савăнать, лайăх пурăнма пил парать. Çулсем иртсен çамрăксем алла ача илейменнине пĕлет. «Турă пани умах килет», – тенĕ ватăсем. Вĕсен тĕлне те район больницинче çамрăк хĕрарăм пăрахса хăварнă пĕр уйăхри хĕр ача тупăнать. Çемье пĕр шухăшлă пулса пепкене усрава илме кăмăл тăвать. Савăнăçлă самантсем вăраха тăсăлмаççĕ çав. Анжелика 6 çула çитсен Андрей тракторпа аварие кĕрсе çут тĕнчерен уйрăлать. Мăшăрне пытарсан çамрăк арăм нумай хуйхăрса лармасть, усрав хĕр ачана асламăшĕ çине хăварса тĕнчене тухса каять. Хуйхăпа хуçăлнă, вăйран кайнă Елизавета Александровна Анжеликăшăн ашшĕпе амăшĕ те, асламăшĕ те, тантăшĕ те пулса тăрать. Куççулĕсене вăрттăн шăла-шăла хуйхăпа хуралнă ватă мăнукне 1-мĕш класа çавăтса каять. Çулсем иртнĕ май хĕр ача ÿссе çитĕнсе ялти шкула ăнăçлă пĕтерет. Тăхăр класс хыççăн Шупашкарти педучилищĕне вĕренме кĕрет, воспитатель пулса ачасемпе ĕçлеме ĕмĕтленет. Хăйĕн пĕлĕвне аслă вĕренÿ заведенийĕнче ÿстерес тĕллев пуррине те пĕлтерет Анжелика юратнă асламăшне.

«Мăнукăма çын тутăр тесе усрать пулĕ мана çÿлти Турă», – тет Лиза аппа.

Тимлĕ хĕр ача ир те, каç та кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа асламăшĕн сывлăхне ыйтса пĕлсе тăрать. Канмалли кунсене тăван киле килсе кил-çурта тирпейлесе, япаласем çуса тата ытти ĕçсене пурнăçлама пулăшать. Аслă ывăлĕсем те, çывăхра пурăннăран, Лиза аппана пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çывăх вăхăтра çак харсăр та сăпайлă, хитрелĕхне çухатман маттур хĕрарăм 85 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Вăр-вар та вашаватлăскере çак çула çитнине ĕненме те йывăр. Хуçалăхне çирĕп тытса пырать, пахча-çимĕç çитĕнтерет, качака усрать, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышĕ те пĕчĕк мар. Асанне, кукамай тесе чĕнекен 18 мăнукпа кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать.

Елизавета Викторова «Победа» колхозра сад бригадинче, уй-хирте тăрăшнă, ĕне сунă, выльăх самăртнă.

«Ĕçне кура хисепĕ», – тенĕрен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем йышлă Елизавета Александровнан. Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи «Тава тивĕçлĕ колхозник», «Чи лайăх пăру пăхакан», «Районти чи лайăх выльăх самăртакан маçтăр» ятсене илме тивĕçнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çултан та иртнĕ.

Çакăн пек харсăр чăваш хĕрарăмĕсене мухтаса пуç таяс килет. Пурнăçра вĕсем малашлăхри çынсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code