Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кунне-çĕрне пăхмасăр…

Кунне-çĕрне пăхмасăр…

Юрий Хушкин

Энергетик профессийĕн уйрăмлăхĕпе пĕлтерĕшĕ пирки ăнланас тесен кĕске вăхăтлăха ăшăсăр тата çутăсăр анчах юлмалла. Ун чухне тин: вĕсен ĕçĕсĕр нихăш производство, учреждени те тытăнса тăрайманнине лайăх тавçăрса илме пулĕ. Паянхи саманара, пушшех, пĕр кун электричествăсăр мĕнле пурăнмалла?

Энергетика отраслĕн професси уявĕ умĕн шăпах «Россети Волга — «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн Кăнтăр производство уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаçатра çырса кăтартни вырăнлă. Анчах малтан хамăр шутланă вăхăтра Юрий Хушкин ертỹçĕпе тĕл пулса калаçасси пулмарĕ — ниепле те ерçеймерĕ вăл, ĕçлĕ пулчĕ.

— Чỹк уйăхĕн вĕçĕнчи çанталăк синкерне парăнтарассипе çак вăхăтченех çĕрне-кунне пĕлмесĕр пиçĕхме тивет. Пăрлă çумăр вăхăтĕнче Шăмалак, Яманчỹрел, Лаш Таяпа тăрăхĕсенчи электричество линийĕсем ытларах та йĕркерен тухрĕç. Юсав бригадипе пĕрле халех унта тухса каятăп, каçкỹлĕм пушанайăп-и — пĕлместĕп. Ыран Тĕмерте кун иртет, çакăн пирки потребительсене пĕлтерсе хунă ĕнтĕ, — терĕ Юрий Николаевич хыпаланса. Ертỹçĕн ĕç графикĕ епле тăкăс пулсан та унпа каярах тĕл пулма вăхăт тупрăмăрах.

Кăçал, чăнах, хĕл пуçламăшĕнчех çут çанталăкăн тĕрлĕ пулăмне асăрхама тивет. Маларах икĕ талăка яхăн пысăк хăвăртлăхпа çил-тăвăл алхасрĕ, ун хыççăн пăрлă çумăра лекрĕмĕр. Çапла майпа электричество линийĕсем йĕркесĕре тухнине пула республикăри нумай ял, кил-çурт çутăсăр юлчĕ. РЭС ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне вăхăтра пурнăçланăран тĕл пулнă йывăрлăхсене чăтса ирттерме май килнĕ. Аварие сирекен бригада талăкĕпех дежурствăра тăнă, вырăна вăхăтра çитсе синкерпе (хăшĕ-пĕри ăна сиссе те юлайман) кĕрешнĕ. Аварипе юсав бригадисенче вăй хуракансем ĕç тăкăс вăхăтра Шăмăршă районĕнчи ĕçтешĕсем пулăшма ыйтнине те хирĕçлемен. Пĕр-пĕрне ăнланни, кирлĕ вăхăтра алă тăсса пани ĕçтешсем хушшинчи туслăха çирĕплетме анчах мар, яваплăх туйăмне ỹстерме те пулăшать.

— Унтанпа пĕр уйăха яхăн вăхăт иртнĕ. Ку енĕпе ĕç халĕ те нумай-и?

— Хĕллехи кун çуллахи пек вăрах вăхăт çунă çумăр вăхăтĕнче çĕршер çухрăм тăршшĕ электричество пăралукĕсем пĕр самантрах пăр купине çаврăннăран, йывăрăшне чăтаймасăр татăла-татăла анчĕç. Юлашки кунсенче юсав бригадипе çине-çинех пулма тивнĕ вăрманлă тăрăхра вара пăр йывăрăшне чăтаймасăр йывăçсем нумай ỹксе линисене сиенлеççĕ. Инкеке пĕтерсе таврăнатпăр анчах, тепĕр хутчен шăнкăрав йышăнма та тивет. Паянхи ĕçе ырана хăварса курман, — терĕ ертỹçĕ.

…Инкек пĕр çыпăçсан хăпма пĕлмест, тенĕ евĕр, иртнĕ шăматкунпа вырсарникун та — раштавăн 10-11-мĕшĕсенче республика территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăрупа тĕл пултăмăр: нумай юр çуса лартрĕ, вăл чарăнма пĕлмесĕр çумăрпа хутăш çунăран малтанхи пăртан та тасалса пĕтеймен электричество линийĕсем тепĕр хутчен хулăн пăр айне пулчĕç. Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн службинчен пĕлтернĕ тăрăх, ку хутĕнче те Чăваш Енри 80 ял çутăсăр юлнă. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан пирĕн тăрăхра, вырăнти энергетиксен тимлĕхне пула, электроэнергипе тивĕçтерессине май пур таран тивĕçлипе йĕркелесе тăнă. Апла пулин те, хальхинче те Лаш Таяпа, Яманчỹрел, Çĕнĕ Эйпеç, Сăръел, Аслă Таяпа, Тăрăм ялĕсенче электричество пăралукĕсем, пăр йывăрăшне чăтаймасăр татăлса аннине кура çынсем пĕр вăхăт çутăсăр юлнă. Çапла майпа РЭС коллективĕн аварипе юсав бригадисем кану кунĕсенчи каçхинехи-çĕрлехи вăхăта пăхмасăр, пăтăрмахсене сирсе ярассипе тимленĕ. Кирлĕлĕхе шута илсе отпускри çынсене те ĕç вырăнĕсене чĕнсе илнĕ. Урăхла май пулман — энергетиксем çынсене чăрмавсăр кану кунĕсем туса парассишĕн хăйсенчен мĕн кирлнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. Çав вăхăтрах лару-тăрăва ăнланма, хаклама пĕлмен çынсем те тупăнаççех, 15-20 минут çутă пулмасанах хăйсен кăмăлсăрлăхне кăтартма именмеççĕ. Кăлтăк пулнă вырăнсене тупса палăртма, йĕркене кĕртме вăхăт кирлĕ. 1 е 2 сехет те çутă пулмасса пултарĕ. Энергетиксем мĕнле условисенче кĕрешнине шута илесчĕ.

…РЭС коллективĕ энергетикăри çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессипе те республикăра лайăххисен йышĕнче. Ялсенчи çĕнĕ урамсене лини хывассине, линисене инкексенчен хỹтĕлекен изоляциллĕ пăралуксемпе улăштарассине тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Малтанхи вăхăтрах уйрăм кил-çуртсене пушар тухассинчен асăрханса электричество парса тăракан пĕтĕм автоматикăна урамри уйрăм ешчĕксем çине вырнаçтарассипе нумай ĕç туса ирттернĕ. Пурнăç улшăнсах пырать, халĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ, ешчĕксенчи вырăнне, пультпа ĕçлекен çĕнĕ йышши счетчиксене çывăхри юпасем çине вырнаçтарассипе тимлеççĕ. Хальхи вăхăтра 2000 абонента çакăн йышши тỹлевсĕр счетчиксемпе тивĕçтернĕ. Ку ĕç малалла пырать. Энергетиксем 11500 абонента çутăпа тивĕçтереççĕ, 10000 киловольтлă 425 çухрăма тăсăлакан, 380 вольтлă (385 çухрăм) линисемпе 250 подстанцие пăхса тăраççĕ.

Чи йывăр та яваплă, пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан, çав вăхăтрах сывлăхшăн пысăк хăрушлăхпа çыхăннă энергетика отраслĕнче шанчăклă та чăтăмлă, çирĕп дисциплинăна хăнăхнă çынсем анчах ĕçлеме пултараççĕ. Ертỹçĕ 34 çынна пĕрлештерсе тăракан коллективра чылайăшĕ нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунине палăртрĕ. Вĕсем: Эдуард Игнатьев диспетчер, вырăна тухса ĕçлекен оперативлă бригадăри электромонтерсем — Юрий Кантеевпа Олег Филимонов, Вячеслав Саганов тĕп инженер, Дмитрий Судаков мастер тата ыттисем те. Сăмах май, Юрий Хушкин хăй те 1993 çултанпах РЭС тытăмĕнче вăй хурать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн электромонтер, мастер пулнă, 2000 çултан тытăнса коллектива ертсе пырать.

Май пулнипе усă курса Юрий Хушкин энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсене, вĕсемпе пĕрлех ветерансене тулли кăмăлпа çывхаракан професси уявĕпе — Энергетик кунĕ ячĕпе саламланине пĕлтерме ыйтрĕ. Пурне те профессире ỹсĕм, çирĕп сывлăх, телей тата кирек мĕнле пуçарура та çитĕнỹсем тума сунчĕ.

Çутă хуçисене эпир те тулли кăмăлтан саламлатпăр.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Алексей Чернов, Алексей Катин, Геннадий Волков электромонтерсем, Георгий Егоров, Владимир Воронов водительсем

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code