Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Медале тивĕçнĕ

Медале тивĕçнĕ

Çĕршыв паттăрĕсен кунне халалласа Елчĕкри искусство шкулĕнче хăюлăх урокĕ иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекенсем, «Хĕрỹ точкăра» пулнă ветерансем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисем хутшăнчĕç.

Чи малтанах вĕсем район центрĕнчи тĕп лапамри палăксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Хăюлăх урокĕнче Леонард Левый, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов сăмах илчĕç.

Вĕсем Елчĕк районĕн салтакĕсен тĕрлĕ çулсенчи паттăрлăхне аса илнĕ май вĕренекенсене кадет ятне чыслăн упрама, чăн-чăн патриот пулма тата Тăван çĕршыва хỹтĕлеме яланах хатĕр пулма сĕнчĕç.

Кадет класĕнче вĕренекен, пысăк хастарлăхпа палăракан Светлана Окружновăпа Виталий Кузьмин çак кун «Юнармейская доблесть» III степень медале тивĕçрĕç. Уява патриотла юрă-кĕвĕ илем кỹчĕ.

О.КУЗЬМИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code