«Победа» сахал яваплă общество округра çеç мар, республикăра та производствăн тĕрлĕ кăтартăвĕпе, объектсем çĕклессипе çитĕнỹллисен йышĕнче. Ертỹçĕн, специалистсен, кашни сферăри ĕçченсен пĕрлехи талпăнăвĕнчен, тăрăшулăхĕнчен килет çакă.

Хуçалăхăн аталану çулĕн тĕрекĕнче 2017 çултанпа директор çумĕ пулса ĕçлекен Александр Головинăн (сăн ỹкерчĕкре — сылтăмра) тỹпи те пĕчĕк мар. Çакă вăл Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнипе те çирĕпленнĕ.
Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче вара Шупашкарта иртнĕ Елчĕк ен ентешлĕхĕн уявĕнче Александр Николаевича «Фронта пулăшнăшăн» медальпе чысланă. Çавна кура ыр кăмăллăх ĕçĕ пирки калаçас терĕмĕр унпа.
— Александр Николаевич, эсĕ пулăшу акцийĕсене ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах хутшăннине пĕлетпĕр. Мĕн хистенĕ сана пархатарлăх çулĕ çине тăма?
— Пĕри е тепри пулăшмасан, кам çине шанмалла? Япалан та, укçан та хавхалантарма тăрăшатăп. «Ма пулăшан, вĕсене укçа параççĕ вĕт», — текенсем те пулнă. Ун пек çынсене ăнланма пултараймастăп. Тĕрĕссипе салтаксем гуманитари йĕркипе пыракан апат-çимĕçпе кăна та тăраймаççĕ — хăйсен укçине те сахал мар тăкаклаççĕ. Блиндаж хатĕрленĕ чухне, акă, экскаваторщикне те тỹлемелле, хăтлăлатма япаласем те туянмалла. Волонтерсен «ZOV Яльчики» ушкăнĕ заказсем тăрăх тĕрлĕ çар хатĕрĕ туянма укçа-тенкине пуçтарать пулин те, ачасем ку енĕпе те пушатаççĕ хăйсен кĕсйисене.
— Айккинчен сăнаса тăракансем, урăхла каласан, пурнăçра пассивлă позици йышăннисем пур çав. Халĕ, СВО пынă май, ун пек çынсене тата лайăхрах пĕлсе çитетĕн. Мĕнле калаççĕ-ха: чустан формине улăштарма пулать, хăш-пĕр çыннăн шухăш-кăмăлне — йывăртарах.
Юрĕ, ку темăна айккине хăварар-ха… Кала-ха, эсĕ СВО территорийĕнче миçе хутчен пулнă?
— Икĕ хутчен çеç. Пирваях — пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче. Малтанах каяс килетчĕ, çапах та çур аки, вырма ĕçĕсен тапхăрĕсенче инçе çула тухса çỹреймĕн.
— Çĕнĕ регионсене çитсе курнă çыннăн пирвайхи шухăш-кăмăлĕ мĕнлерех?
— Елчĕкрен эпир 6 машинăпа кайрăмăр ун чухне. Пин ытла çухрăма хыçа хăварса пĕр талăк пек иртрĕ пулĕ. Мариуполе çитсен япаласене ятарлă базăна пушатрăмăр, унтан, заявкăсене шута илсе, уйрăммăн тиерĕмĕр. Вара ушкăнсене пайланса тĕрлĕ региона çул тытрăмăр. Эпир, Тĕмер ялĕнчи Дмитрий Козлов тата Олег атте, Запорожье облаçне кайрăмăр. Виçĕ кунтан каялла тухрăмăр, ытти юлташсем — 5 кунтан.
Блиндажсенче, тепĕр майлă каласан, çĕр пỹртсенче пурăнакансене нимĕн те ытлашши мар. Апат-çимĕçпе пылак шывсăр пуçне ăшă тумтирсем, утиялсем, окоп çуртисем, сеткăсем… парса хăвартăмăр. Яланхи пекех Кỹкеçри волонтерсен «Катюша» ушкăнĕ хатĕрлесе панă типĕ апата тарават салтаксем.
Тĕл пулусенчех заказсем те парса яраççĕ. Эпир Алексей Егоров («Лютый») тăракан подразделени çывăхĕнче пулнă май, унти ачасен сĕнĕвĕсене те шута илтĕмĕр. Халĕ, ав, тавралăх юрпа витĕнчĕ те, маскировка сеткисем хатĕрлессинче те улшăну кĕртес пулать.
Пирĕн пĕрлехи командăра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков та пур. Унăн виççĕмĕш «çул çỹревĕ» пулчĕ. Вăл, май пулсанах, чăваш ачисене юрăпа хавхалану кỹрет.
— Эсир нумай салтакпа тĕл пулнă, калаçнă, кăмăл-туйăмĕсем еплерех вĕсен?
— Пĕтĕмĕшле илсен, начар мар. Тăванĕсене курнă пек кĕтсе илчĕç пире. Аякра тата хирĕç тăруллă вырăнта пулнăран та питĕ çывăхланатăн. Нумай калаçма юратмаççĕ. Хăшĕ-пĕри 2022 çулхи февральтенех унта. Çĕнтерессе шанаççĕ, пирĕн те шанмалла. Çавăнпа салтаксене çĕнтерỹ çитиччен пулăшмалла.
— Сенкер экран çинче асăрхатăн та, çапăçусем пулнă ял-хула пĕтĕмпех ишĕлчĕке çаврăннă. Мариуполĕн хальхи сăн-сăпачĕ мĕнлерех?
— Пурнăç малаллах пырать, унта вăрçă пулманпа пĕрех. Нумай объект çĕкленет, автоçулсене юсас, çĕнĕ тăвас енĕпе вăйлă ĕçлеççĕ. Вĕсен хĕррисене çутă йĕркелесен пушшех хитре пулма кирлĕ. Тепĕр çулталăкран хулана палласа та илеймĕн…
Раштав уявĕ умĕн волонтерсем черетлĕ инçе çула тухрĕç. Александр Головин та çав йышра. Хỹтĕлевçĕсем яланах кĕтеççĕ вĕсене.
Николай МАЛЫШКИН.
Кавал ялĕ.

