Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтер – ырă çын

Волонтер – ырă çын

Çынна кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр вĕсем – волонтерсем.

Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул директорĕ Галина Осипова 8 тата 9 классенче вĕренекенсене савăнăçлă лару-тăрура волонтер кĕнекине панă. Вăл ĕç кĕнекине аса илтерет, унта волонтер мĕнле ырă ĕçе хутшăннине çырса пыраççĕ.

Волонтерсен пуçламăш ырă ĕçĕ куç умĕнче. Вĕсем Кивĕ Эйпеçри пĕччен пурăнакан Александра Кожевниковăна картишĕнчи юра тасатма пулăшнă. Çамрăк волонтерсен пулăшăвне Александра Поликарповна хапăл йышăннă, вĕсене ăшшăн тав тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code