Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешне манмаççĕ

Ентешне манмаççĕ

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа кăçал 31 çул çитет. Тÿскелти культурăпа кану центрĕнче массăллă оборона тата спорт уйăхлăхне халалласа, Юрий Чернов воин-интернационалиста асăнса тĕл пулу иртнĕ.

Республикăри «Доблесть» общество организацийĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ мероприятие районти тата республикăри воин-интернационалистсем, ял çыннисем хутшăннă. Пуçтарăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, «Доблесть» организацин ертÿçи Владимир Яковлев, хĕрÿ точкăсенче çапăçнă ветерансен районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов саламланă.

– Çакăн евĕр мероприятисем йĕркелени çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре витĕмлĕ вăй пулса тăрать. Афганецсене халалланă мероприятисем ку уйăхра тата та пулаççĕ. Февралĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп вулавăшра районти афганецсен тĕл пулăвĕ, февралĕн 16-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеç шкулĕнче Ю.Григорьева асăнса баскетбол турнирĕ, февралĕн 22-мĕшĕнче А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче хĕрÿ точкăсене хутшăннă ветерансен тата вĕсен çемйисен республикăри VII фестивалĕ иртет. Мероприятисем 10 сехетре пуçланаççĕ, унта пурне те кĕтетпĕр, – палăртнă Петр Анисимов.

Кунтах дартс, сĕтелçи теннисла, шашкăлла выляс енĕпе тата спортăн ытти тĕсĕсемпе ăмăртусем иртнĕ. «Шуçăм» фольклор коллективĕ тĕл пулăва хутшăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code