Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçат – чи лайăх парне

Хаçат – чи лайăх парне

Акчелте пурăнакан Елена Кедрова тивĕçлĕ канурине пăхмасăр ĕçпе харсăррипе, пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă пулнипе палăрса тăрать.

Елчĕкри почтамтра тăрăшса пенсие тухнă çыхăну ĕçченĕ паян та хаçат-журнал вуламасăр пурăнма пултараймасть. Район хаçатне 40 çул çырăнса илет. Хăйĕн çемйи район хыпарçине юратса вуланипе çеç мар, кÿршĕ-аршă та пурнăç уттипе тан утса пытăр тесе тимлет. Елена Кирилловна ырă йăлине паян та пăрахăçламан: халĕ те тус-юлташĕсене, пĕр урамра пурăнакан, сумлă юбилейĕсене паллă тăвакан çывăх çыннисене кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма «Елчĕк ен» хаçат çырăнса пачĕ.

– Хаçат чи лайăх, сумлă парне. Çур çул унпа туслă пулатăн, – тет вăл.

Елена Кедрова тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе 40 çул ытла стаж пуçтарнă. Юлашки 16 çул Елчĕкри почтамтра, малтанах почтальонкăра, унтан сортировкăра вăй хучĕ. Ирхине 6 сехете ĕçе çитмелле пулнă унăн. Çил-тăман алхасса сукмака хÿсе лартнă-и, е витререн тăкнă пек çумăр лÿшкесе йĕп-йĕпе пулнă, хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлакан харсăр хĕрарăм вăхăтра çитнĕ. Почтамта çула тухиччен кил картинчи йышлă выльăхне тăрантарса хăварнă, ĕнисене сунă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата 5 çул вăй хунă-ха вăл унта.

– «Елчĕк ене» юратса вулатпăр. Мăшăрăмпа иксĕмĕр ытти хаçатсенчен чи малтан ăна ярса тытатпăр. Коллектив питĕ лайăхчĕ. Сортировкăра шăкăл-шăкăл калаçу хуçаланатчĕ. Пĕрле ĕçленĕ тус-тантăшсене яланах аса илетĕп, професси уявĕпе саламласа çирĕп сывлăх сунатăп, – тет Елена Кирилловна.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Кедрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code