Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксем маттур

Çамрăксем маттур

Шăмалакри почта çыхăну уйрăмне 15 çул ытла ертсе пынă Надежда Петрова тивĕçлĕ канăва тухсан унăн пуканне ялти пултаруллă çамрăк йышăнчĕ. Татьяна Алексеева çĕнĕ ĕçе пуçăнни çулталăк кăна иртнĕ пулин те хăйне шанса панă пысăк тивĕçе ответлăхпа пурнăçлани тÿрех палăрать.

Уйрăмра икĕ почтальонка. Нина Иванова 15 çул ытла Шăмалак – Яманчÿрел сукмакне такăрлатать. Çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăл ял çыннисене çĕнĕ изданисемпе паллаштарма васкать. Светлана Степанова почтальонкăра 2 çул ытла тăрăшать. Вулакансене хаçат-журнал вăхăтра парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.

Çак тăрăхра пурăнакансем уйрăмах «Елчĕк ен» хаçата кăмăлласа çырăнаççĕ. 141 çемье çырăнса илет ăна. Зоя Чернова, Полина Львова, Вера Чернова, Наталья Романова, Лидия Николаева çемйисем район хаçачĕпе пĕрле республикăра тухса тăракан хаçат-журналсене те çырăнса илеççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Степанова, Т.Алексеева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code