Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрушлăх ÿсет!

Хăрушлăх ÿсет!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва паянхи чи çивĕч ыйтуран пуçларĕ.

Тĕрĕссипе каласан, Леонард Васильевич коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă проблемăна кашни канашлурах çĕклет-ха. Хальхинче хытăрах та калани районта ку тĕлĕшпе лару-тăру йывăрланса пынипе те çыхăннă. Июнь уйăхĕнче пĕтĕмпе 48 чирлĕ çынна регистрациленĕ пулсан, çав шутран июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен – 23! Больницăна кайманнисене хушсан?

– Кашни çын хăйĕн çинчен хăй шутламалла, -палăртрĕ Леонард Левый. – Анчах хальхи вăхăтра нумайăшĕ лăпланнине асăрхатпăр, Роспотребнадзор требованийĕсене – маска тăхăнассине, социаллă дистанцие пăхăнассине, алăсене ятарлă шĕвекпе сирпĕтессине… пурнăçлама манса кайрĕç.

Халăха вакцинаци тутарассине тишкерсен, ĕнерхи кун тĕлне районта планпа пăхнинчен çитĕннĕ граждансен 24,3 /2 компонент/ проценчĕ прививка тутарнă. Чирлекенсен шучĕ ÿссе пынăран хăш-пĕр регионта асăннă профилактика мероприятине ирттерессинче обязательнăй йĕрке те çирĕплетнĕ. Ĕç-пуç каплах кăткăслансан пирĕн республикăра та сĕнÿрен хистеве куçма пултарĕç. Вакцинаци тутармасан урăхла епле сыхланăпăр?

Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ Наталия Николаева çемьесене социаллă пулăшупа мĕнле тивĕçтерни çинчен каласа пачĕ. Асăннă пай урлă çемьесене 17 тĕрлĕ ачашăн тÿлекен пособисемпе тивĕçтереççĕ. Ăна 824 çемье илсе тăрать. Иртнĕ çул 6 уйăхра çăмăллăхсемпе усă куракансене пурĕ 40 миллион та 920 пин тенкĕ тÿленĕ. Енчен те хĕрарăм, декрета кайиччен ĕçе вырнаçтаракан центрта учетра тăнă пулсан, 70 куншăн 1182 тенкĕ те 13 пус илме пултарать. Çире пур тата ачана кăкăр ĕмĕртекенсене уйăхсерен, вĕсен çемьери вăтам тупăш Чăваш Енре çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмесен, компенсаципе тивĕçтереççĕ. Унăн виçи 100 тенкĕпе танлашать. Асăннă йĕркепех 2 çултан пуçласа 3 çулччен, ача садике каймасан, 70 тенкĕ компенсаци парăнать.

Çемьере çуралнă кашни ачашăн пĕр хутчен 18886 тенкĕ тÿлеççĕ. Ача çулталăк çурă тултариччен ашшĕ е амăшĕ уйăхсерен пулăшу илет – 7082 тенкĕ те 85 пус.

Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çемьере миçе ача, вĕсем миçере пулнине, çемье хăш категорине кĕнине, ашшĕпе амăшĕн ĕç тупăшне шута илсе уйăхсерен пособие тивĕçет. Палăртнă пулăшăва виçĕ енĕпе тÿлеççĕ.

Наталия Валерьевна уйрăм çемьесене пырса тивекен ытти çăмăллăх çинчен те пĕлтерчĕ. Вĕсем пирки социаллă хÿтлĕх паракан пая килсе уçăмлатма пулĕ.

РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи Зинаида Яковлева пулăшупа çыхăннă темăна малалла тăсрĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа йывăр çын хĕрарăмсене тата 8 çултан пуçласа 16 çул тултарнă ачаллă çемьесене уйăхсерен пособи пама пуçлĕç. Ку тĕлĕшпе документсене йышăнма тытăннă та…

Кирек мĕнле объектăн хуçи пулмалла. Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова пĕлтернĕ тăрăх, районта гидротехника сооруженийĕсем — 29, вĕсенчен 21-шне регистрацилемен. Шăпах вĕсене харпăрлăха куçарас йĕрке пирки ăнлантару калаçăвĕ пулчĕ те…

Таса шывпа тивĕçтересси, призыв ĕçĕпе тимлесси, хуçасăр йытăсене шута илесси… Ыйтусене канашлăвăн кун йĕркине кĕртмен пулсан та, вĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене тата ытти кирек мĕнле проблемăна та туллин кăтартса вăхăтлă татса памаллине палăртрĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code