Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Коммуналлă тỹлевсем ỹсеççĕ

Коммуналлă тỹлевсем ỹсеççĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлемелли тарифсем ỹсеççĕ.

Раççей Правительстви тỹлевсен ỹсĕмĕн индексне çирĕплетнĕ. Чăваш Енре çак виçе 3,4 процентпа танлашать. Анчах Правительство палăртнă тепĕр чикĕ те пур: асăннă индексран пăрăнма ирĕк параканни — 2 процент таран. Çавна май республикăри уйрăм муниципалитетсенче граждансен тỹлевĕсен ỹсĕмне 5,4 процент шайĕнче чикĕленĕ — унтан ытла ỹсмелле мар. Республикăра утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 265 муниципалитетра коммуналлă тỹлевсене 3,4 процентран ытла ỹстермеççĕ, 11 муниципалитетра çак кăтарту 5,4 процентпа чикĕленнĕ.

Электроэнерги те хакланать. Ял çыннисемшĕн, çавăн пекех электроплита лартнă çуртсенче пурăнакансемшĕн тарифсене май пур таран пĕчĕклетсен коэффициентпа, 0,7-пе, усă курса çирĕплетнĕ. Çапла вара хулари потребительсем 1 киловатшăн 3,72 тенкĕ тỹлĕç (12 пус хушăннă), ял çыннисем — 2,6 тенкĕ(8 пус ытларах).

Халăха сутакан çут çанталăк газĕ пирки калас пулсан, 2022 çулăн пĕрремĕш çурринче унăн хакĕ иртнĕ çулхи шайрах пулнă, 1 кубла метршăн 6 тенкĕ те 5 пуспа танлашнă. Федерацин монополипе кĕрешекен служби газăн 1 пин кубла метрăн курттăм хакне Чăваш Республики валли 3990 тенкĕ шайĕнче палăртакан хушу проектне хатĕрленĕ — хак ỹсĕмĕ 3 процент шайĕнче. Çавна май транспортировкăпа, ытти пулăшупа çыхăннă тăкаксене шута илсе палăртнă прогнозпа килĕшỹллĕн 2-мĕш çур çулта халăхшăн «кăвак çулăмăн» пĕр кубла метрĕ 6,23 тенке лармалла.

Коммуналлă хытă каяшсемшĕн тỹлемелли тариф та ял тата хула çыннисемшĕн тĕрлĕ виçеллĕ. Вăл та ỹсет. Хуласемпе поселоксенче пурăнакансен пĕр çын пуçне 67,09 тенкĕ тỹлемелле пулĕ, ял çыннисен — 53,47 тенкĕ.

Çакна та шута илмелле: республикăра коммуналлă каяшсен тарифĕ Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки, сивĕ шыв тата электроэнерги тарифĕсем — аялтан 3-мĕш, вĕри шывăн — 7-мĕш вырăнсенче.

Республикăра коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă тăкаксене саплаштармалли субсиди тỹлемелли йĕрке вăйра тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code