Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршывра чăваш хăмлине мухтаççĕ

Çĕршывра чăваш хăмлине мухтаççĕ

Чăваш Енре ĕлĕкрен хăмла çитĕнтернĕ. Çĕршывра ăна туса илнĕ çĕрте чăваш хăмлин тỹпи 82 процент пулнă.

Ăна 11 регионта ỹстернĕ. Çĕршыври сăра завочĕсене чĕр таварпа туллин тивĕçтернĕ. Рынок тапхăрне куçнă май пахчасем пушанма тытăннă. Тавар япăх сутăннăран хуçалăхсем тупăшлăрах культура акма тытăннă. 2020 çул тĕлне вăл республикăра 200 гектар анчах юлнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 1990 çулсенче республикăра 3 пин тонна хăмла туса илнĕ пулсан, халĕ — 200 тонна ытларах. Раççейри ют çĕршывсен сăра компанийĕсем хăйсен чĕр таварĕпе усă курни, рынокра импорт калăпăшĕ ỹсни те вырăнти отрасле ура хунă. Хальхи вăхăтра лару-тăру улшăннă. Санкцисем кĕртнĕ, чикĕсем хупăннă май рынокра «симĕс ылтăн» çителĕксĕрри сисĕнет. Çĕршывра вара çулсерен 9 пин тонна чĕр тавар кирлĕ. Сăра завочĕсем вырăнти хăмлаçăсене патшалăх енчен пулăшма, отрасле аталантарма программăсем йышăнма ыйтаççĕ. Импорта хамăрăн таварпа улăштарма вăхăт çитнĕ.

— 1990 çулсенче республикăри хуçалăхсем хăмла татса пуçтармалли, типĕтмелли техникăна сутса пĕтернĕ е тимĕр-тăмăра ăсатнă. Халĕ çĕннине туянас пулсан вăл 15-16 çултан анчах тăкака саплаштарса тупăш кỹме тытăнĕ. Пирĕн тĕллев — çак тапхăра икĕ хутчен кĕскетесси, отрасльте кирлĕ техникăна Раççейре хатĕрлесе кăларасси. Условисем туса парсан ытти региона пулăшма, хăмла отрасльне пĕрле аталантарма пултарăпăр, — тесе палăртнă Сергей Артамонов.

Хальхи вăхăтра чĕр тавара типĕтмелли агрегата Раççейре хатĕрлеме, вĕсемпе хуçалăхсене тивĕçтерме тытăннă. Анчах çак техникăсемпе усă курассинче кăлтăксем те сахал мар пулаççĕ.

Сăра завочĕсене чăваш хăмлин пахалăхĕ пур чухне те тивĕçтермест. Сортсене çĕнетме, продукци хатĕрлеме кирлĕ техĕмлĕ чĕр тавар çитĕнтерме ыйтаççĕ вĕсем.

Патшалăх хăмла туса илекенсене пулăшу кỹрет. Тĕслĕхрен, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, хунав, удобрени туянма — çăмăллăх, пысăк объектсем тума инвестици кредичĕсем уйăрать. Техника, оборудовани туянма, пахча хывма тата ăна пăхса тăнă çĕрте пулакан тăкаксене саплаштарма, чĕр тавара сутнăшăн патшалăхран субсиди параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code