Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Кире пуканçăсен те…

Шупашкарти В.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче наци спорт тĕсĕсен фестивалĕ иртнĕ. Олег Федоров тренер ертсе пыракан кире пуканçăсем команда зачетĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

Уйрăм атлетсен çитĕнĕвĕсене те палăртма кăмăллă. Хăйсен виçе категорийĕсенче çичĕ çамрăк «ылтăнлă» пулма пултарнă. Халĕччен те хăйсен ячĕсене помост çинче хăюллăн пĕлтернисем çаксем: Дмитрий Курчин (Курнавăш), Анатолий Узюкин (Таяпа Энтри), Дмитрий Енедеров, Полина Афанасьева, Александр Константинов (Тăрăм), Анастасия Волкова (Кỹлпуç), Аэлина Чайкина (Элекçей Тимеш). Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Илья Кузьминпа Тỹскелти Дарья Петрова 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

…Футболистсен те çĕнтер

«Яльчики» футбол клубĕ Чăваш Енĕн черетлĕ 6-мĕш турĕнче Çĕрпỹри «Эстет» командăна йышăннă.

Пирĕн вăйăçăсем куракансене чăннипех савăнтарнă. Табло çинчи 7:2 шут вĕсен ăсталăхне хăех çирĕплетет мар-и? Пĕрлĕхре, пысăк ăнланулăхра иртнĕ матч-ра вара 3-шер (хет-трик) мечĕк тапса кĕртнисем — Данил Трофимовпа (Хăвăлçырма) Александр Гаврушов (Елчĕк). Вĕсем ытти тĕл пулусенче те хирĕç вылякансен голкиперĕсене пĕр хутчен мар «кỹрентернĕ». Команда капитанĕ Сергей Васильев — пĕр гол авторĕ.

ГТОра тупăшнă

Çĕрпỹ хулинчи ачасемпе çамрăксен «Асамат» спорт шкулĕнче шкул ачисем ГТО нормисене пурнăçлас тĕлĕшпе вăй виçнĕ.

Район чысне хỹтĕленĕ спортсменсенчен Злата Григорьева (Кивĕ Эйпеç), Карина Хушкина шывра ишессипе, Руслан Никонов турник çинче туртăнассипе, Давид Портнов (Елчĕк) урайĕнчен тĕртĕнессипе палăрнă. Мала тухнисемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе чысланă. Акционерсен «АККОНД» обществин пылак призĕсем те кăмăла кайнă вĕсене.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code