Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăмăршă вăрманĕн сиплĕхĕнче

Шăмăршă вăрманĕн сиплĕхĕнче


Урасем утнă чух утмалла, чупнă чух чупмалла, теççĕ. Пĕр вырăнта мăкланса ларнинче сывлăхшăн сиен кăна. Эпир, Елчĕк округĕнчи инвалидсен организацийĕн пĕр йышĕ, Шăмăршăри «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче регион пĕрлешĕвĕ 35 çул тултарнине халалланă мероприятие хутшăнтăмăр.
Кил хуçисем унта çавăн пекех Шупашкар округĕн делегацине те йыхравланă.
Вăрман сывлăшĕ сиплĕ çав. Кăкăр тулли сывлатăн та вăй хушăннăн туйăнать. Пуçра та ырă-ырă шухăшсем çуралаççĕ. «Çăкалăх çăтмахĕ», «Вăрманти чарăну» кану вырăнĕсем хăйсен илемĕпе тыткăнлани те кăмăл-туйăма çĕкленỹ кỹреççĕ. Пурте эпир хамăр тĕллĕн аякка тухса та çỹрейместпĕр, кунти ырлăхпа киленни вара эмел пекех.
Уçă сывлăшра шашка, шахмат, дартс мини-турнирĕсем те кăсăклă иртрĕç.
Людмила АНИСИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code