Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чунпа ватăлмаççĕ

Чунпа ватăлмаççĕ


Елчĕкри тĕп библиотекăра округри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова тата социаллă пулăшу центрĕн, клиент службин, тĕп больницăн представителĕсем хутшăнчĕç.
Чăваш Республикинчи вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйĕсен, право органĕсен ветеранĕсен Канашĕн уставĕпе килĕшỹллĕн округсенче отчетпа суйлав конференцине 5 çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Округри обществăлла организацине асăннă тапхăрта шăпах
çак йĕркесен авторĕ ертсе пынă.
Историне илес пулсан, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен округри Канашне 1986 çулхи раштав уйăхĕнче туса хунă. Ăна тĕрлĕ çулсенче çаксем ертсе пынă: Виталий Александров (1986-1991), Федор Князев (1991-1995) вăрçă ветеранĕсем, Роберт Бобылев (1995-1999), Петр Чернов (1999-2000). Чи пысăк тỹпе хывни вара — Серафима Терентьева (2000-2018).
Серафима Александровна ертсе пынă тапхăра ветерансем халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ аслă ăрурисене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерес, канăвне усăллă йĕркелес, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланă. Вăл тăрăшнипе ветерансем Мускав, Иваново, Хусан, Дивеево хулисенче экскурсире пулнă. ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ паян та, республикăри ветерансен Канашĕн членĕ пулнă май, округри пĕрлешĕве витĕмлĕ пулăшу кỹрет.
Кăçал Шупашкарти «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци (ертỹçи Юрий Карпов) округри тăхăр территори пайĕнче те пысăк уявсем ирттерчĕ. Унăн ĕçне С.Терентьева активлă хутшăннăран, ялсенчи чылай пултаруллă ветерана Тав хучĕсемпе парнесем парса чыс тунă.
Округра паянхи кун тĕлне 7 пине яхăн пенсионер, 3 пин ытла ветеран шутланать. Вĕсене 42 ветерансен пуçламăш организацийĕ пĕрлештерет. Вырăнти пленумсенче тата президиум ларăвĕсенче ветерансене хумхантаракан ыйтусене пăхса тухма тăрăшнă. Округри хĕрарăмсен канашĕн председателĕпе, Депутатсен пухăвĕн депутачĕпе Лариса Васильевăпа ялсене тухса çỹренĕ май, активпа канашланă, тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явнă.
Паллах, пуçламăш организацисен ĕçне тĕрлĕрен хак пама пулать. Вĕсенче тимлекенсене пĕтĕм территори пайĕсен администрацийĕсем те витĕмлĕ пулăшу парсан аван та. Халĕ, ĕлĕкхи пек, парткомсемпе профкомсем çук. Кам çине таянас?
Елчĕк ветеранĕсем тĕрлĕ шайри пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хастар хутшăннине палăртса хăвармалла. Уйрăмах ял территорисене хăтлăлатас, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пуçаруллă. Пуçламăш организацисен ертỹçисем — Николай Кириллов (Вырăскасси), Рифкат Харисов (Сăрьел), Валерий Кириллов (Тăрăм), Николай Александров (Кивĕ Арланкасси), Зинаида Портнова (Аслă Пăла Тимеш), Анатолий Анисимов (Ĕнел), Васса Краснова (Чăваш Тăрăмĕ) тата ыттисем обществăлла тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Зинаида Петровна çинчен уйрăммăн чарăнса тăрасшăн. Хальхи саманара çын чĕри патне уçă тупма кансĕр. Маттур ертỹçĕ вара кашни килтех кĕтнĕ çын. Юбилей-и е хуйхă-суйхă-и — унăн яланах пурин валли те ăшă сăмах, ырă ĕç пур. Лайăх çемьесем, пултаруллă ветерансем çинчен «Елчĕк ен» хаçатра статьясем çырса та пысăк ĕç тăвать вăл.
Ветерансен çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассинчи тỹпи уйрăмах пысăк. Кунта Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен районти пĕрлĕхне палăртмалла. Унăн ертỹçи Николай Павлов палăртнă тăрăх, ветерансем шкулсенче «Герой партти» уçма, паттăрлăх урокĕсем ирттерме, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма хастар хутшăнаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче те аптăрасах тăмаççĕ вĕсем — çулсерен республикăра иртекен спартакиадăра палăраççĕ: кăçал — çĕнтерỹçĕсем.
Ветерансен Канашĕ округри халăха социаллă пулăшу паракан центрпа, клиент службипе, обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Конференцире округри ветерансен Канашĕн çĕнĕ йышне, унăн председательне — Елена Петровăна (Таяпа Энтри), çумĕсем пулма Роза Молодовăпа Людмила Зайцевăна суйларĕç.
Людмила ЗАЙЦЕВА,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code