Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеплĕ суйлавçăсем!

Хисеплĕ суйлавçăсем!

Енчен те эсир суйлав кунĕнче — 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче пропискăра тăракан вырăнта пулаймасан, сирĕн вăхăтлăх пурăнакан çĕрте сасăлама ирĕк пур. Çавна май мартăн 12-мĕшĕччен Елчĕкри нумай функциллĕ центрăн специалисчĕсем суйлавçăсене паспортпа ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, шăматкун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен кĕтеççĕ.

Хальхи вăхăтра 40 ытла суйлавçăран заявлени йышăннă.

Тĕплĕнрех 8 (83549) 2-57-09 номерлĕ телефонпа е центра килсе ыйтса пĕлме пулать.

Л.ВИКТОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code