Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Медиа тĕнчине хăнăхаççĕ

Медиа тĕнчине хăнăхаççĕ

Республикăра часах ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен «Медиавзлет» фестивалĕ иртĕ. Заявкăсене мартăн 16-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Пĕрремĕш хут иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятие Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнма кăмăл турĕç, «Чи лайăх видеоролик» номинацире хăйсене кăтартасшăн.

Шкулта медиацентр йĕркеленни чылай вăхăтах мар-ха. Любовь Адюкова учитель хавхалантарса пынипе 7-мĕшсем хăйсен кулленхи шкул пурнăçне, тĕрлĕ мероприятисене интернет уçлăхĕнче анлăн çутатма тăрăшаççĕ, видеофильмсем ỹкерме те пĕчĕккĕн хăнăхса пыраççĕ. Вĕсен ĕçĕсемпе ютубри «Хаваслăх» каналта паллашма пулать.

Çамрăк видео ăстисем фестивале кĕçĕн классенче вĕренекенсене те явăçтарчĕç. Кăларăма, çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, чăвашла хатĕрлерĕç. Конкурсантсем пĕтĕмлетỹ пуласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Л.ГЕРАСИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code