Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Статистика шутлать

Статистика шутлать

Хальхи вăхăтра пирĕн йĕри-тавра цифрăсем. Вĕсемпе усă курса статистиксем пурнăçа сăнаççĕ: таварсен хакĕсене çыраççĕ, çыравсемпе сăнавсем ирттереççĕ, респондентсенчен илнĕ отчетсене тишкереççĕ. Çак ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ — калăпăшлă кăтартусем йĕркелени.

Кашни çулах июнĕн 25-мĕшĕнче çĕршывра Статистика кунне паллă тăваççĕ. Паянхи кун Чăвашстат коллективĕнче 200 ытла çын шутланать, вĕсенчен 94 проценчĕ хĕрарăмсем. Официаллă статистика информацине йĕркелессипе 160 яхăн квалификациллĕ специалист вăй хурать. Вĕсенчен 97 проценчĕ аслă пĕлỹ илнĕ (19 проценчĕ икĕ е ытларах). Коллективăн 1Ỹ3 пайĕ 36 çула çитмен çамрăксем.

Çулталăк тăршшĕпе Росстат пин ытла тишкерỹ ирттерет. 2021 çулта пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ çырав пулнă: пĕчĕк бизнесăн пĕтĕмĕшле сăнавĕ, ял хуçалăх микроперепиçĕ, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ.

Статистика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕ — пĕтĕм ĕç-хĕле цифрăласси. Росстат сайтĕнче тата вырăнти уйрăмĕсенче кашниех хăйне кăсăклантаракан ыйтупа тулли, актуаллă информаци илме пултарать.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code