Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Канашри ăмăртура

Округри кире пуканĕ йăтакансем Канашри «Локомотив» ФСКра хула турнирĕнче вăй виçнĕ.

Р.Н.Желудкин подполковника асăнса ирттернĕскерте Елена Плотникова, София Соловьева, Давид Портнов, Илья Московский (Елчĕк шкулĕ), Герман Гладков (Курнавăш ялĕ) 1-мĕш вырăн йышăннă. Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва шкулĕ) 2007 çулта çуралнă тата унтан кĕçĕнрех атлетсем хушшинче, çитĕннисенчен РФ спорт мастерĕ Дмитрий Енедеров (Тăрăм) абсолютлă çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Чи çамрăк спортсменкăна — 12 çулти Арина Мясниковăна (Курнавăш) ятарлă призпа, команда тренерне Олег Федорова «Чикĕ çарĕсене — 105 çул» юбилей медалĕпе чысланă.

Шашистсем тупăшнă

Елчĕкри тĕп вулавăшра территори пайĕсен спартакиади шучĕпе шашкăлла выляссипе округ чемпионатне ирттернĕ.

Чи нумай очко пухса командăсенчен Елчĕксем çĕнтернĕ, Кĕçĕн Таяпасемпе Аслă Таяпасем — призерсем. Ăмăртăва Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Тăрăм территори пайĕсен администрацийĕсем пĕр çын та тăратман.

Уйрăм зачетра округăн нумай хутчен чемпионĕсем — Эльвира Смирновăпа (Курнавăш) Владимир Власов (Кĕçĕн Таяпа) кăçал та 1-мĕш пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕкри Зинаида Васильевăпа Денис Портнов, Кĕçĕн Таяпари Эльвира Ивановăпа Аслă Елчĕкри Сергей Горшков пайланă. Сăмах май, призерсем спортăн ытти тĕсĕнче те пултаруллă.

«Чи лайăх кĕрешỹçĕ»

пиçиххие çĕнсе илнĕ Оренбургри турнирта Михаил Миллин.

Ирĕклĕ майпа вăй виçекенсен «Уçă кавир — 2023» ăмăртăвăн 4-мĕш тапхăрĕ иртнĕ унта. Елчĕк ачине 26 килограмлă виçере малтанхи виççĕшĕнче те никам та парăнтарайман. Хальхинче те. Миша пирваях тăватă спортсменăн пысăк ĕмĕчĕсене пăчлантарнă, финалта Казахстан спортсменне нимĕнле шанăç та хăварман. Çапла майпа пирĕн ентеш тăватă турнир кăтартăвĕпе абсолютлă чемпион.

Ку ĕнтĕ Мишăн кăçалхи 4-мĕш чемпион пиçиххийĕ.

Спортсменсене асăнса

Округри кĕрешỹçĕсем вара Елчĕк ялĕнчи спортсменсене асăнса йĕркеленĕ уçă турнирта тупăшнă.

Çичĕ округпа хула команди йышĕнчи 70 ытла атлет 13 виçе категорийĕнче мала тухса «Елчĕк çамрăкĕсем» фондăн парнисене çĕнсе илессишĕн тăрăшнă. Ентешсенчен призерсен шутне 11-ĕн кĕнĕ, анчах «ылтăнлисем иккĕн» çеç: Арсений Адюков тата Александр Головин. Вĕсем турнир пуçаруçисен ятарлă парнисене те тивĕçнĕ.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕнчен çакă курăнчĕ: хăнасенчен вĕренмелли нумай-ха.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code